Юбилейлă «Геотурнир»

Чăваш Енре 200  яхăн ача хайсем географие епле  пĕлнине тĕрĕслерĕç. Чăваш патшалăх университетĕнче «Геотурнир» - республика олимпиади иртрĕ.

Вероника Павлова, Виктор Степанов

Олимпиада кăçалхипе 10-мĕш хут иртет. Ăна Вырăс географи пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри уйрăмĕн хастарĕсем йĕркелеççĕ. Юбилейлă тупăшăва республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 200 яхăн ача çитнĕ. Чи пултаруллисем Канаш, Сĕнтĕрвăрри тата Йĕпреç районĕсенчен пулчĕç.

Шкул ачисем валли 20-е  яхăн хăнăхтару хатĕрленĕ. «Геотурнир» ачасен тавракурăмне тĕрĕслеме пулăшать. Ыйтусене тĕрĕс хуравлас тесен шкул программине лайăх пĕлни кăна  çителĕксĕр. Географисĕр пуçне  биологи, истори тата литература предмечĕсене пĕлни те пулăшу кÿрĕ.

Турнир пынă вăхăтра ачасем хăйсене çеç шанма пултараççĕ. Аудиторине атлас, калькулятор тата телефон илсе кĕме юрамасть. Ирина Яковлева Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕнче вĕренет. «Геотурнира»  пĕлтĕр хутшăнса курнăскер, кăçал та  пĕлĕвне тĕрĕслеме килнĕ.

Олимпиада çулран çул кăткăсланса пырать. Халиччен турнира аслă классенче вĕренекенсем çеç хутшăнма пултарнă пулсан, кăçалтан хăйсен пĕлĕвне 7-мĕш тата 8-мĕш классене çÿрекенсем те тĕрĕслеççĕ. Çакă предметпа тата ытларах кăсăкланса лайăхрах вĕренме хистессе шанаççĕ йĕркелÿçĕсем.