Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе

Чăваш наци конгресĕ çĕнĕ проект пурнăçа кĕртет. Унăн тĕллевĕ ― тăван халăх йăли-йĕркине çитĕнекен ăрăва тивĕçлипе хаклама вĕрентесси.

Алексей Енейкин, Зоя Яковлева

«Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проекта Андриян Николаев космонавтăн тăван ялĕнче ― Шуршăлта уçма йышăннă. Мухтавлă ентешĕмĕр çуралса ӳснĕ çĕр çинче пуçарнă ĕç ăнăçлăн пурнăçланасса шанаççĕ ăна йĕркелекенсем. Ку тăрăхри халăх чăнах та аваллăхпа çыхăннă ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшать. Алевтина Петрова ертсе пыракан «Çутă çăл» фольклор ушкăнĕ чăваш йăли-йĕркине упраса хăварас енĕпе тимлет. Иртнĕ 2 çулта кăна вĕсем 100 ытла ĕç-пуç ирттернĕ. Ялти артистсем халăха концертсемпе, хăйне евĕрлĕ спектакльсемпе савăнтараççĕ.

Халăх кăмăлне çĕклени артистсене хăйсене те савăнăç кӳрет. Культура çуртĕнчех вĕсем авалхи пурнăçпа паллаштаракан курав йĕркеленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников та чăваш халăхĕн пуян тупри ан пĕттĕрччĕ тесе халĕ самай тăрăшмаллине каларĕ.

Шуршăла Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем пысăк йышпа пынă. Вĕсем çĕнĕ проект хăйĕн çимĕçне патăр тесен мĕнлерех ĕçлемелли пирки калаçрĕç. Кашни чăваш ачи ашшĕ-амăш чĕлхипе тăван халăх историне, йăли-йĕркипе юрри-ташшине, юмах-халапне пĕлме тивĕç. Хамăрăн тымарсене манманни çамрăк ăрăва чăвашлăхпа мăнаçланса çирĕп пулма вăй-хăват парасса шанаççĕ. Çак тĕллевсене пурнăçа кĕртессипе ятарлă ушкăн икĕ енпе ĕçлеме палăртнă.

Вырăсланса пыракан чăваш çамрăкĕсене тăван культурăпа кăсăклантарас ыйту та темшĕн йывăрлансах пырать. ЧНК пайташĕсем халĕ çак ĕçĕн тухăçлăхне ӳстерес тесе çĕнĕ енсем шыраççĕ. Районсенче халăхпа тĕл пулусем йĕркеленĕ чухне паллă çынсене йыхравлаççĕ. Çамрăксенче чăвашлăх туйăмне вăратас тесе эстрада çăлтăрĕсене чĕнеççĕ, хамăрăн йăла-йĕркен вăрттăнлăхĕсене упракан ал-ĕç ăстисен куравĕсене йĕркелеççĕ. Шуршăлти пултарулăх ушкăнĕ лартакан сценкăсемпе спектакль-тавраш шăпах çамрăксен кăмăлне çĕклеме пултаракан усăллă ĕç-пуç пулнине палăртмалла.