Чăваш Енри ултă çамрăк летчик профессине алла илнĕ

Ĕнерхи шкул ачисем халĕ чăн-чăн ăмăрткайăксем. Летчиксене хатĕрлекен Сызраньти училищене пĕтернĕ хыççăн тăван республикăна 6 лейтенант отпуска таврăнчĕ. Вĕсемпе Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулчĕ.

Леонид Петров, Игорь Ульянов

Афганистанри вăрçă инваличĕсен пĕрлешĕвĕн республикăри уйрăмĕпе Чăваш правительстви 10 çул каялла пуçарнă ĕç-хĕл хăйĕн çимĕçне пама пуçларĕ. Кăçал Сызраньти вĕçев училищинчен харăсах пирĕн 6 ентеш летчик профессине алла илсе тухнă. Вĕсене Правительство çуртĕнче йышăнчĕç. Офицерсене Республика Пуçлăхĕ ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ ятпа саламларĕ. Ашшĕ-амăшне вара ачисене çĕршывшăн юрăхлă çынсем çитĕнтернĕшĕн тав турĕ. 

Геннадий Матвеев ертсе пыракан пĕрлешÿ Сызраньти вĕçев училищипе 2008-мĕш çултанпа тачă çыхăну тытать. Аслă классенче вĕренекенсем валли кашни çулах экскурси йĕркелет. Каччăсем училищери  вĕренÿ майĕсемпе,  курсантсен  пурнăçĕпе, аэродромри ĕç-хĕлпе паллашаççĕ. Çавăн хыççăн чылайăшĕн летчик пулас ĕмĕт çуралать. Иртнĕ 10 çулта республикăри 43 каччă вĕренме кĕнĕ. Çакă ашшĕ-амăшĕшĕн те пысă саванăç.

Чăваш Енри каччăсем летчике вĕренни республика сумне ÿстерме пулăшать, терĕ „çавра сĕтел“ тавра йĕркеленĕ калаçура Геннадий Матвеев. Вăл çамрăк офицерсене тăван тăрăха яланах асра тытма чĕнсе каларĕ. Хăй вăхăтĕнче Сызраньте пĕлÿ илнĕ республикăн граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру патшалăх комитечĕн ертÿçи Вениамин Петров вĕренÿ çулĕсене хаваспах аса илчĕ. Каччăсен те каласа кăтартмалли нумай пулчĕ.

Офицерсем аслă çул çине тухма пулăшнăшăн республика правительствине тав турĕç. Чăваш Енре çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе лайăх йĕркеленин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕç. Лейтенантсем 3 эрне отпускра пулĕç. Унтан çар тивĕçне пурнăçлама çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланĕç. Çав вăхăтрах ака уйăхĕн вĕçĕнче республикăри шкул ачисен тепĕр ушкăнĕ Сызране экскурсие кайма хатĕрленет.