Республикăри техника уя тухма хатĕр

Тĕплĕ тĕрĕслемесĕр хире кăлармаççĕ. Ака-cуха пуçланиччен Патшалăх техника надзорĕн инспекторĕсем республикăри кашни хуçалăха çитме палăртнă.   Вĕсемпе пĕрле эпир те Çĕрпÿ районне çула тухрăмăр.
 
Екатерина Фомина, Виктор Степанов

Юрий Григорьев инспектор трактора пур енчен те тĕпчет. Çак хатĕрпе, сăмахран, сывлăша кăларакан сиенлĕ хутăшсен виçине пĕлме, двигатель мĕнле ĕçленине, топливо пахалăхне хаклама пулать. „Кировец“ тракторăн пĕр кăлтăк та тупăнмарĕ, паян тесен паян уя тухма хатĕр. Тĕрĕслекенсем  вара çирĕп ыйтаççĕ.

„Цивильский бекон“ хуçалăх техникăпа тирпейлĕ усă курать. Тĕрĕслекенсен асăрхаттарусем пулмарĕç.  „Тимĕр урхамахĕсене“ механизаторсем вăхăтра юсаса тăраççĕ. Трактор-машин паркне пуянлатса пыни те пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ техника ĕç хăвăртлăхне, пахалăхне ÿстерет.

Патшалăх техника надзорĕн ертÿçи Сергей Вязовский пĕлтернĕ тăрăх, ял хуçалăхĕнчи трактор-машина çывăх кунсенче тĕрĕслесе пĕтермелле. Халĕ хуçалăхсем çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем, минераллă удобренисем кÿрсе килес тĕлĕшпе  ĕçлеççĕ, вăрлăх тасатаççĕ. Çурхи культурăсене республикăра 320 пин гектар акса хăвармалла.

Акана йĕркеллĕ ирттерме республикăра пĕтĕмпех хатĕр. Çĕр ĕçченĕ юр каясса çеç кĕтет.