Пушар хуралĕнче тăрăшакансем Мăнкун умĕн чиркÿсене тĕрĕслерĕç

Турра шан та, хăв та асăрхан. Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Енри уйрăмĕнче ĕçлекенсем çывхарса килекен  Мăнкун умĕн чиркÿсенчи пушар хăрушсăрлăхне тĕрĕслеççĕ. Çăлавçăсемпе Введени соборне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çитрĕ.

Алиса Александрова, Владимир Синдеев

Çак кунсенче чиркÿсенче халăх йышлă. Республикăри чи аслă та сумлă кĕлĕ çурчĕсен йышне кĕрекен Введени соборĕнче те уявра лăк тулли çын пулать.  Мăнкун умĕн тирпейлесе тасатнисĕр пуçне кунта пушар хăрушсăрлăх йĕркисем пирки те тепĕр хут аса илеççĕ.

Чиркÿре пушар хăрушсăрлăх йĕркисене еплерех пăхăннине тĕплĕн тĕрĕслерĕç çăлавçăсем. Çутă тытăмĕ юсавлă, эвакуаци ирттерес пулсан алăксем яланах уçă пулнине асăрхарĕç вĕсем.  Сигнализаци вут-çулăм алхасма пуçлани пирки тăхтаса тăмасăр систерĕ. Пушар сÿнтермелли хатĕрсем ал айĕнчех, чиркÿре ĕçлекенсем вĕсемпе тĕрĕс усă курма пĕлеççĕ. Тĕрĕслев Введени соборĕ хăрушсăрлăх тĕлĕшпе хатĕр пулнине кăтартрĕ. Шупашкар тата Чăваш Ен епархийĕ Раççейри Чрезвычайлă лару-тăру министерствипе килĕштерсе ĕçлет. Тĕрĕслевсем пур чиркÿре те иртнĕ.

Пушар хуралĕнче ĕçлекенсем кĕлĕсем пынă вăхăтра та чиркÿсенче йĕркелĕхе асăрхаса тăрĕç. Пурпĕр çуртасемпе асăрхануллă пулмалла, кашни çыннăн яваплăха туймалла.