«Чăвашкино» студипе электронлă документсен патшалăх архивĕ Нина Яковлевана халалланă кĕнеке хатĕрленĕ

Чăваш академи драма театрĕн 100 çулхи юбилейне тата унта чылай çул ĕçлекен Нина Яковлевана халалланă çĕнĕ издани кун çути курчĕ. Ăна «Чăвашкино» студипе электронлă документсен патшалăх архивĕнче тăрăшакансем хатĕрленĕ.

Вероника Павлова, Алексей Енейкин, Семен Антонов

РСФСР тата Чăваш халăх артистне халалланă çĕнĕ кăларăм вырăсла «Нина Яковлева с театром навеки» ятлă. Паллă актрисăн биографине туллин çутатас тесе архивсенче, театр фондĕнче тата Нина Михайловнан килĕнче упранакан документсене усă курнă.

Электронлă кăларăм икĕ пайран тăрать. Унта халăх артисчĕн Вăрмар районĕнчи Пысăк Енкассинче иртнĕ ачалăхĕ, çитĕнсен Мускаври ГИТИС-ра пĕлӳ илни, çемйи, ачи-пăчи пирки çырса кăтартнă, тĕрлĕ пулăма сăнарлакан сăнӳкерчĕксемпе видеоматериалсем вырнаçтарнă. Чи калăпăшли вара -  Чăваш академи театрĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ. Унта вăл 1961-мĕш çултанпа вылять. Паянхи куна 120 ытла сăнар калăпланă.

Çĕнĕ издание хаклама Нина Яковлеван ĕçтешĕсем, унăн пултарулăхĕпе киленекенсем пухăнчĕç. Çамрăк артистсемшĕн вăл  ырă тĕслĕх - кăкăра вăй-хăватпа тултаракан сывлăш вырăнĕнче.

Нина Михайловна калăпланă рольсем çамрăк артистсене  пысăк çитĕнӳсем тума хавхалантараççĕ.

Чăваш академи драма театрĕнче 57 ĕçлекен Нина Яковлеван кун-çулне сăнарлакан электронлă кăларăм искусство тĕпчевçисем валли те пысăк пулăшу пулмалла. Театр артисчĕ пирки кун пек тĕплĕ издани халиччен никам та кăларман.