Тюменьсем чăваш тĕррипе паллашаççĕ

Тюмень облаçĕнче Чăваш культурин кунĕсем пуçланчĕç. Çакна халалласа унта куравсемпе конкурссем, чăваш чĕлхи урокĕсем, тĕл пулусемпе концертсем иртеççĕ. Куçса çÿрекен „Чувашия. Творцы и хранители“ курав та вăхăтлă çитнĕ. Вăл Истори паркĕнче уçăлчĕ. Унпа Тюменьти пирĕн ĕçтешсем те паллашрĕç.

Екатерина Фомина, Наталья Малышенко, Сергей Лыкасов

Хăнасене тараватлăн,  телей, сывлăх сунса  кĕтсе илеççĕ кунта. Йăлана пăсмасăр çăкăр-тăварпа сăйлаççĕ. 100 пин тĕрĕ, 100 пин юрă çĕршывĕпе паллашас текенсем йышлăн пухăннă. Тюмень хулинче 5 пине яхăн чăваш пурăнать, облаçĕпе – 30 пин. Аякри йăхташăмăрсем тăван халăх культурипе паллашма май пурришĕн тем пекех хĕпĕртенĕ.

Куравпа паллашнă май „Мĕнле пуян чăваш тĕрри, Унта пин-пин çулсен йĕрри“ текен сăвă йĕркисем аса килеççĕ.  Мăн асаннесен ăсталăхне аталантарса пыракан „Паха тĕрĕ“ фабрика ĕçĕсенче шăпах çакна куратпăр. Сăмах май, вăл йĕркеленнĕренпе кăçал 95 çул çитет. Чăваш тĕрринчи авалхи çырулăха упраса хăварас, çитĕнекен ăрăва эрешсен илемне асăрхама вĕрентес тĕллевне тÿрре кăларса пырать. Курава ачисене илсе килнĕ ашшĕ-амăшне ырламалла кăна.  

Унччен чăваш тĕррипе, юрри-ташшипе Екатеринбургра пурăнакансем паллашнăччĕ. Тюмень хулинче курав уйăх ĕçлĕ, унтан вăл Челябинска çул тытĕ.