Шупашкарта 19-мĕш хут «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурс иртрĕ

Паян çĕршыври чăвашла юрлакан пултаруллă юрăçсем Шупашкара пухăнчĕç. Культурăпа искусство институчĕн сцени çинче  йăлана кĕнĕ «Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурс иртрĕ. Çамрăк юрăçем ăçтан-ăçтан килнĕ тата кăçал мĕнле çĕнĕлĕхсем пулнă? Кун пирки пирĕн сюжетра.  

Вероника Павлова, Виктор Степанов

Чăваш юррине шăрантарма юратакансем пирĕн республикăра çеç пурăнмаççĕ, вĕсем çĕршывĕпех сарăлнă. Шупашкара артистсем Тюмень, Иркутск тата Питĕр хулинчен çитнĕ.

Ксения Маслова «Пилеш кайăксем» паллă юрра шăрантарать. «Кĕмĕл сасăна» хутшăнас тесе вăл Тюмень тăрăхĕнчен çитнĕ. Чăвашла тĕрĕс калаçма  ăна иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ вĕрентет.

Наталья Васильева юрланине илтсен вăл вырăсла калаçса çитĕннĕ хĕр тесе калаймăн. Çамрăк пилĕк çул каялла çемйипе Шупашкартан Питĕр хулине куçса кайнă. Тăван республикăран аякра пулсан тек чăваш чĕлхипе ытларах кăсăкланма тытăннă.

«Кĕмĕл сасă» фестиваль-конкурс кăçалхипе 19-мĕш хут иртет. Ăна Чăваш Наци конгресĕ тата республикăн культура министерстви йĕркелеççĕ. Хăйсен ăсталăхне кăтартма Чăваш Ен тĕп хулине 25 юрăç тата 6 ушкăн çитнĕ. Конкурс кашни çулах çĕнĕ ятсем уçма пулăшать. Галина Никитина куç курманнипе аптрать. Хĕр культурăпа искусство институтĕнче 5-мĕш курсра вĕренет. Юрă уншăн чи пысăк чун киленĕçĕ.

Çулсерен фестиваль сумĕ те, географийĕ те анлăланса пырать. Йĕркелÿçĕсем хутшăнакансен кăмăлне шута илсе кашнинчех тĕрлĕ çĕнĕлĕх кĕртеççĕ.

Чи пултаруллисен ятне сумлă тÿресем палăртĕç. Конкурса хутшăннисенчен нумайăшĕ малашне чаплă юрăçа тухмасан та, «Кĕмĕл сасă» тĕрлĕ регионти ентешсене пĕрле пулма, чăвашлăха туйса илме май парать.