Çĕнĕ кун, çĕнĕ çул тата çĕнĕ пурнăç уявĕ

Вăтам Азипе ытти çĕршыври тĕрлĕ тĕн çынни «Навруз» паллă тăвать. Чăваш Енре пурăнакан халăхсем вара çак ятпа Туслăх çуртне пухăнчĕç.

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов

Шупашкарта пурăнакан 20-е яхăн халăх çынни Туслăх çуртĕнче «Навруз» уявларĕ. Иранпа тĕрĕк халăхĕсем астрономи календарĕпе ăна 27 ĕмĕр каяллах çапла пысăк йышпа пухăнса паллă тунă. Паян çак уява ислам тĕнне ĕненекен хăш-пĕр халăх сивлет пулин те, «Навруз» хăйĕн чапне-сумне ӳстерсе пырать.

«Навруз» сăмах перси чĕлхинчен куçарсан «Çĕнĕ кун» тенине пĕлтерет. Ислам тĕнне пăхăнакан чылай халăх вара ку уява çуркунне çитсен çĕнĕ çул пек паллă тăвать. Çут çанталăк хĕл ыйхинчен вăраннине халаллать.

Чăнах та, «Навруз» тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан вуншар халăха пĕрлештерекен туслăх уявĕ пулса тăчĕ. Пурте пĕр-пĕрне çĕнĕ çулпа саламларĕç, хăйсен наци апачĕпе хăналарĕç, юрри-ташшипе савăнтарчĕç.