Федераци налук службинче уçă алăк кунĕ иртет

Пĕтĕм Раççейри акцие Чăваш Ен те хутшăнать. Специалистсем налук тӳлес йĕрке пирки, деклараци хатĕрлессипе çыхăннă ыйтусене ăнлантарса параççĕ.

Оксана Баскакова, Никита Углев

Налук органĕсенче ĕçлекенсем Уçă алăк кунĕсене 2012 çултанпа  йĕркелеççĕ. Унта халăх йышлăн хутшăнать. Сăмахран, иртнĕ çул çак акци вăхăтĕнче республикăра пурăнакан 2 пин ытла çын налук декларацине тăратнă.

Специалистсем çынсен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ, çавăн пекех интернетра «харпăр хăй пÿлĕмне» уçма пулăшаççĕ, унпа усă курма  вĕрентеççĕ. Сайтра тĕрлĕ информаципе те паллашма пулать.

Республикăри налук инспекцисенчи специалистсем çынсене паян каçхи 8 сехетчен, шăмат кун 10 сехетрен пуçласа 15 сехетчен йышăнĕç. Çак кунсенче унта çитейменнисем валли акцие ака уйăхĕн 23-мĕшпе 24-мĕшĕнче йĕркелеме палăртнă.