Шупашкарта регионсем хушшинчи «Карусель сказок» фестиваль уçăлчĕ

Паян - пуканеçĕсен Пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Çавна халалласа Шупашкарта 10-мĕш хут «Карусель сказок» фестиваль уçăлчĕ.  Уявра Сочирен, Мускавран килнĕ пукане театрĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Оксана Баскакова, Виктор Степанов

Пĕрремĕш хут «Карусель сказок» 2005 çулта Атăлçи тăрăхĕнчи  5 хулана пĕрлештернĕ. Фестивале пуçараканĕ — Чăваш патшалăх пукане театрĕ. 4 çултан унта ытти регионти театрсем те хутшăнма пуçланă.

Пĕр сцена çинче харăсах 3 театр. Фестиваль Шупашкарти, Мускаври тата Сочири пултарулăх ушкăнĕсене пĕрлештерчĕ. Уява артистсем чи лайăх ĕçсене илсе килнĕ. Форума çĕршыв тĕп хулинчи «Отражение» театр уçрĕ. Вĕсем куракансене 5 спектакль сыпăкĕпе паллаштарчĕç.  Тĕрлĕ пукане ачасене кăна мар, аслисене те кăсăклă пулчĕ.

Фестиваль çамрăк артистсене ăсталăхне ÿстерме пулăшать. Шупашкарти культурăпа искусство институтĕнче вĕренекен студентсем «Кăвакарчăн» мюзклăн сыпăкне вылярĕç. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни питĕ пĕлтерĕшлĕ, теççĕ пуканеçĕсем.

Сочирен килнĕ «Саквояж» театр марионетка пуканесемпе ачасене цирк кăтартрĕ. Клоун, балерина, арăслан тата ытти сăнарсем тĕрлĕ хускану туса тĕлĕнтерчĕç. Артистсем çак жанр чи авалхи тата йывăрри пулнине палăртрĕç.

Ачасем хаваспах пуканесемпе вылярĕç. Уяв программи тулли те кăсăклă пулчĕ. Фестивале хутшăнса çитес уйăхра Шупашкарта Мари, Тутар республикисенчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи тата Ненец автономи округĕнчи театрсене кĕтеççĕ.