Атăлти вакра ăшă çĕршывсенчи çынсем шыва кĕреççĕ

Шупашкарта вакра шыва кĕме юратакансен йышĕ ÿсет. Çветуй Троица ячĕллĕ арçынсен мăнастирĕ çумĕнчи пăрлă шывра тĕп хулара пурăнакансемпе пĕрлех кăнтăр çĕршывсенчи çынсем те чÿхенсе тухма кăмăллаççĕ.
  
Леонид Петров, Лидия Галактионова, Виктор Степанов

Моржсем тренировкăна эрнере  икĕ-виçĕ хутччен пуçтарăнаççĕ. Хăйсене пĕр çемье пекех туяççĕ.  Яку Ван Никерк - Кăнтăр Африка республикинчен. Юр вăл пĕрремĕш хут иртнĕ çул чÿк  уйăхĕнче Раççее килсен курнă. Кăнтăр çынни малтан хĕвелшĕн питĕ тунсăхланă.  Телевизорпа хăйсем тăрăх пăрлă шыв яракан çынсене курсан çав тери тĕлĕннĕ, кăсăкланса кайнă. Çакă сывлăхшăн усăллине пĕлсен хăй те тытăнса пăхас тенĕ. Унччен пальма айĕнче хĕртĕннĕ арçын пăрлă шыва 3 уйăхра хăнăхнă. Халĕ вăл юр тăрах çара уран пĕр çухрăм утма пултарать, вакка иккĕленмесĕрех чăмать, кăмăлĕ тулнипе юрласа ярать.

Пăрлă шыва кĕнине нихăçан курман Кăнтăр Африка Республикинче пурăнакан тăванĕсем Яку Ван Никерк ухмаха ернĕ тесе шутланă. Чăваш Ене килсе курсан вара хăйсен шухăшне улăштарнă. Интернационаллă вакра çавăн пекех Шупашкарта ятарлă программăпа вĕренекен Венесуэла, Гватемала, Индонези, Итали, Франци çамрăкĕсем чăмпăлтатаççĕ. Пăрлă шыва кĕрекен ватăлма пĕлмен, тесе халăхра ахальтен каламаççĕ. Халĕ моржсем ака уйăхĕнче пулакан тĕнче шайĕнчи ăмăртăва хатĕрленеççĕ.