Борис Полозов телеоператор 70 çул тултарчĕ

Вăл - Чăваш Енĕн кашни кĕтесне пĕлет, Совет Союзĕ вăхăтĕнче унăн çитмен республика юлман. Чăваш телевиденийĕнче 43 çул тăрăшнă Борис Полозов телеоператор пирки сăмах пырать. Паян вăл 70 çул тултарчĕ. Юбилярпа тата унпа çума-çумăн ĕçленисемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулчĕ.
 
Надежда Александрова, Наталия Егорова, Павел Иритков, Игорь Ульянов  

Телевидение Борис Леонидович ăнсăртран лекнĕ тесен те юрать. Кунта вăл «электриксем кирлĕ» текен пĕлтерÿпе килнĕ. Çакă 1969 çулта пулнă. Унччен Иркутск облаçĕнче монтажникре ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Чăваш Енре хăйĕн профессийĕпе тăрăшма тӳр килмен.

Телевидение ăна çутăпа ĕçлекен пулма йышăннă, çав çулах малĕмĕтлĕ çамрăк кинооператорăн ассистентне куçнă. Унăн пĕрремĕш камери пленкăпа ӳкерекен «Адмира» пулнă. Борис Леонидович хăйне пирвайхи хут пĕлтерĕшлĕ пулăма ÿкерме янине лайăх астăвать -  1972-мĕш çулта, Трактор заводне тунă çĕре. Çанталăкĕ ун чухне шартлама сивĕ пулнă. Халь вăл республикăри чи пысăк предприятин пуçламăшне сăнланă тесе мухтанма пултарать.

Борис Леонидович каланă тăрăх, малтанхи камерăсем капмар та йывăр пулнă.  Вĕсемпе ĕçлеме питĕ кансĕрччĕ, тет. Вăл ӳкернĕ кадрсем тăрăх Чăваш Ен историне тĕпчеме пулать.

Шупашкар ГЭСĕн котлованне шывпа тултарнине те ӳкернĕ вăл. 80-мĕш çулсенче камерăсем улшăннă. Вĕсем кăсăклă кадрсем тума май панă. Борис Леонидович тĕнче шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене те ӳкернĕ. Вĕсен йышĕнче Мускаври Олимпиада. Çавăн пекех вăл тăрăшнипе республикăн паллă çыннисем пирки чылай фильм ăсталанă. Кăмăлĕ çемçе пулнăран яланах пуринпе те пĕр чĕлхе тупнă.

Борис Полозов - Раççей Федерацин тата Чăваш республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Пенсире пулин те юратнă ĕçе манмасть - тăтăшах телевиденине килет, кунти лару-тăрупа кăсăкланать. Кашни куна вара зарядкăран пуçлать, спортпа туслă. Хула тăрăх çӳреме, фотоаппаратпа сăнсем тума кăмăллать. Илемлĕхе курма пĕлни – вăл яланлăха, тет ăста.