Чăваш Енре çуракине хатĕрленессине сÿтсе яврĕç

Кăçал Чăваш Енре 324  пин гектар çинче çураки ирттермелле. Пĕтĕмпе вара тыр пул лаптăкĕ 560 пин гектар йышăнмалла. Кун пирки Республика ертÿçи Михаил Игнатьев эрне пуçламăшĕнче йĕркеленĕ канашлура Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтерчĕ.

Леонид Петров, Никита Углев   
      
Республикăра тыр пул лаптăкĕн çуррине тĕш тырă йышăнĕ. Çĕрĕн тепĕр пысăк пайне - 38 процентне - выльăх апачĕ валли уйăрĕç. Вĕсемпе танлаштарсан, çĕр улми лаптăкĕ пысăк мар - пилĕк процент кăна. Иртнĕ çул „иккĕмĕш çăкăрпа“ ĕçлени тупăшлă пулнăран, кăçал районсем умне ку пахча-çимĕçе ытларах туса илме тĕллев лартрĕç. Çав вăхăтрах хĕвелçаврăнăш валли сахалрах вырăн уйăрма сĕнчĕç. Çакă асăннă культурăна пирĕн тăрăхри çанталăк майĕсенче акса çитĕнтерме тата пухса илме йывăр пулнипе сăлтавларĕç. Чăваш Енре çĕнĕ тухăç валли  50 пин ытла тонна вăрлăх янтăланă. Ку вăл мĕн кирлинчен 3 процент ытларах. Хуçалăхсенче халĕ акмалли материала кондицие çитерессипе тăрăшаççĕ.

Республикăра трактор-машин паркĕн 90 проценчĕ уя тухма хатĕр. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйту - çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтересси. Хуçалăхсене топливо туянма çăмăллатнă кредитсем пулăшмалла. Хресченсене патшалăх ытти енĕпе те тĕрев пама пултарать.

Çураки валли кăçал пурĕ 1 миллирад та 800 миллион тенкĕ кирлĕ пулĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енри аграрисем патне 216 миллион тенкĕ çитнĕ. Ларура ял хуçалăх продукцийĕ çуркунне сăлтавсăр хакланни пирки те пычĕ. Михаил Игнатьев ку пулăмран сыхланма, суту-илĕвĕн тĕрлĕ майĕпе усă курма, вăл шутра хуласенче ял хуçалăх ярмăрккисем йĕркелеме каларĕ.