Çутă пуласлăхшăн тата ачасен телейĕшĕн сасăланă

Шупашкарта урнăсем патне суйлавçăсен 66 яхăн проценчĕ пынă. Ку вăл 2012-мĕш çулти çакнашкал сасăлавпа танлаштарсан, кăшт сахалрах.

Алексей Енейкин, Светлана Позднякова, Игорь Ульянов, Вадим Владимиров

Хĕллехи пек сивĕ тата юрлă кун хулара пурăнакансене суйлава хутшăнма чăрмантармарĕ. Пулас президентшăн хăйсен сассине паракансем ирех палăртнă участоксене васкарĕç.

Ирех сасăлаваха хутшăнакансен йышĕнче яланхи пекех депутатсем пулчĕç. Хăшне-пĕрне бюллетень илмешкĕн черетре тăма та тиврĕ. Халăх йышлă пухăнни савăнмалли сăлтав, терĕç. Çĕршыв пуласлăхĕ, чăнах та, чылай çынна шухăшлаттарать.

Суйлав аякра ĕçлесе пурăнакан ятлă-сумлă çынсене те тăван çĕре туртать. 16 çул Чăваш Ен президенчĕ пулнă, халĕ Раççей Федераци пухăвĕн председателĕн 1-мĕш çумĕ Николай Федоров та çĕршыв ертӳçишĕн Шупашкарта сасăларĕ.

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та суйлава 9 сехетченех мăшăрĕпе тата ывăлĕпе килчĕ.

Шупашкарти 192 суйлав лаптăкĕнчен 125-шĕнче бюллетеньсене шутлакан электронлă çĕнĕ хатĕрсем вырнаçтарнă. Унăн пахалăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Патшалăх Думин депутачĕсем яланхиллех хăнăхнă вырăнта суйлава хутшăнчĕç. Валентин Шурчанов, сăмахран, Афанасьев урамĕнче вырнаçнă 2-мĕш шкулта сасăларĕ.

Хулари мĕн пур суйлав лаптăкĕнчех сăнав камерисем вырнаçтарнă. Унсăр пуçне кашни кандидатăн асăрхаса тăракан шаннă çыннисем ĕçлерĕç.