Суйлавçăсем хăйсем пулнă вырăнта сасăлама пултарчĕç

Суйлав лаптăкĕсенче пропискăпа çирĕпленмен вырăнта сасăлакансен ĕçне те меллĕ йĕркеленĕ. Çак çăмăллăхпа Чăваш Енре пурăнакан 37 пин çын усă курнă.

Алексей Енейкин, Ирина Ромадова, Игорь Ульянов

Пурăнман вырăнта суйлава хутшăнма ирĕк паракан талонсем уйрăмах ялтан хулана вĕренме килнĕ студентсемшĕн усăллă. Педуниверситетра ăс пухакансем, сăмахран, вĕреннĕ çĕртех суйлава хутшăнма пултарчĕç.

Педагогика университетĕнче кăна 700 çын ятарлă талонпа  сасăларĕ. Ăна малтанах нумай функциллĕ центрсенче, суйлав комиссийĕсенче тата Патшалăх пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă илме май пулнă.

Нумай çын вара суйлава уяв евĕр çĕкленӳллĕ кăмăлпа килнине каларĕ.

Тĕрлĕ сăлтава пула тухса çӳреймен çынсем патне суйлав агенчĕсем килĕсене çитрĕç. Çавăн пекех куçса çӳрекен комиссисем больницăсенче те ĕçлерĕç.