Куславккара тĕпрен юсанă хыççăн район поликлиники уçăлчĕ

Куславкка районĕн тĕп больницинче юсав хыççăн пациентсене йышăнма пуçланă. Çĕнетнĕ поликлиникăра Оксана Баскакова пулса курчĕ.
 
Оксана Баскакова, Виктор Степанов
 
Ку çурта 1975 çулта тунă. Унтанпа пĕрре те тĕпрен юсаман. Поликлиникăна йĕркене кĕртме республика бюджетĕнчен 7 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Электричество, шыв, канализаци пăрăхĕсене, ăшă тытăмне çĕнетнĕ. Пӳлĕмсене сăрланă, чӳречесемпе алăксене, урайне улăштарнă.

Юсав çулталăк пынă. Çак тапхăрта тухтăрсем чирлисене ытти çуртсенче йышăннă. Районта пурăнакансем поликлиника çĕнĕрен уçăлнăшăн питĕ хĕпĕртеççĕ. Врачсем патĕнчен тулли кăмăлпа тухаççĕ, пулăшнăшăн тав тăваççĕ.

«Поликлиникăра халĕ хывăнса тăхăнмалли пӳлĕм пур. Регистратура ĕçне çĕнĕлле йĕркелени чирлисене йышăнассине лайăхлатрĕ», - тет район больницин тĕп врачĕ Марина Макарова. Хирург пӳлĕмне 1-мĕш хута куçарни те самай меллĕ. Малтан аманнă пациентсен картлашкапа нушаланса хăпарма тивнĕ.

Паян поликлиникăра 19 пин ытла çын сывлăхне асăрхаса тăраççĕ. Сменăра 500 пациента йышăнма пултараççĕ. Кунта хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен тухтăрсем тăрăшаççĕ. Çапах та кадрсем çитменни сисĕнет. Пĕчĕк хуласене «Земство тухтăрĕ» программăна хутшăнма ирĕк панă хыççăн кунта кăçал  çамрăк специалистсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.