10 декабря 2018 08:58   -4°   $66.92 €76.08

14.03.2018 13:09

«Паха тĕрĕ» фабрика 95 çулхи юбилейне хатĕрленсе районсемпе хуласем тăрăх пысăк куравпа çӳрет

Ăна халăха чăвашсен авалхи пуянлăхĕпе паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Илеме пĕрремĕшĕ çĕнĕшупашкарсем курса хакларĕç.

Алексей Енейкин, Наталия Егорова, Игорь Ульянов

Чăваш тĕрринче юрă-ташăри пекех тăван халăхăн калама çук пуян историйĕ упранать. Унăн хăйнеевĕрлĕхĕ пире ытти нацисем хушшинче çухалса каймасăр куç тулли хитрелĕхпе уйрăлса тăма пулăшать. Çак асамлă ăсталăха çамрăксене парса хăварас ĕçре вара шăпах «Паха тĕрĕ» фабрика тӳпи пысăк. Кӳкеçре 1923 çулта уçăлнă артель майĕпен тĕрлĕ районта аталанса 10-шар пин çамрăка тĕрĕ ăсталăхне хăнăхтарнă. Амăшĕн пултарулăхĕ хĕрне, унăн ачисене куçса пынă. Фабрика ĕçченĕсем халĕ çак вăчăрана татăлма парас мар тесе тăрăшаççĕ.

Любовь Вазюкова «Паха тĕрĕ» фабрикăна 37 çул каялла ĕçлеме килнĕ. Предприятире 6 çул кăна тăрăшнă пулсан та, кунта хăнăхнă чăтăмлăх пурнăçра яланах пулăшса пынине калать халăх ăсти.

Чăваш тĕррине аталантаракансем паха тупрана упраса хăварнипе пĕрлех ытти халăхра сарассипе ĕçлеççĕ. Çĕршыв шайĕнче иртекен уявсенче палăраççĕ. Çак самантра «Паха тĕрĕ» фабрика куравĕ Екатеринбургра ĕçлет, кĕçех ăна Тюмень хулинче уçма хатĕрленеççĕ. Унсăр пуçне кăçал тăван халăх тĕррин пуянлăхĕпе республикăри 6 районта паллашма пулĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти историпе краеведени музейĕнче чăваш тĕррин куравĕ пуш уйăхĕн 28-мĕшĕччен ĕçлет. Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче вăл Елчĕке куçĕ. Унтан ытти палăртнă районсене çитĕ.


проститутки чебоксары