Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсене халалласа

Красноармейский районĕнчи Еншик Чуллăра çуралса ӳснĕ пĕртăван Батраковсем 13-мĕш хут волейбол турнирĕ йĕркелерĕç.
 
Леонид Петров, Оксана Баскакова, Юрий Васильев

 Батраковсем волейбол турнирне Аслă вăрçăна хутшăннă тăванĕсене халалласа  13 çул каялла пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Çак ырă йăлана ялта пурăнакансем те хастар хутшăнаççĕ. Спорт ăмăртăвĕ вĕсемшĕн чăн-чăн уяв.

Пĕртăван Батраковсен парнисемшĕн районти 10 ушкăн тупăшрĕ. Арçынсен - 7, хĕрарăмсен — 4 команди вăй виçрĕç. Спортсменсем  ăмăртăва çулталăкĕпех хатĕрленни куç кĕрет. Районта  волейболла вылямалли лаптăксем çителĕклĕ. Турнирăн тĕп тĕллевĕ – çамрăксене те, аслисене те спортпа туслаштарасси.

 Хĕрӳ тупăшура «Факел» ушкăнри каччăсем çĕнтерчĕç. «Итмар» команда 2-мĕш, «Уют-Монтаж» спортсменĕсем — 3-мĕш вырăн йышăнчĕç. Арçынсемпе танах хĕрарăмсем те тупăшрĕç. Чи вăйли «Надежда» ушкăн пулчĕ.  Мала тухнисене кубоксемпе дипломсем тата медальсем парса хавхалантарчĕç. 1-мĕш вырăн йышăннă ушкăнсене йĕркелӳçĕсем çавăн пекех хаклă парнесемпе чысларĕç.