24 сентября 2018 18:30   10°   $66.25 €78.08

12.03.2018 18:34

Патăрьел районĕнчи Решит Санзяпов фермер вырăнти предприятисене аталантарать

Краснодарта Раççейри ял хуçалăх производителĕсен форумĕ иртет. Унта Чăваш Республикинчен Сергей Артамонов министр, депутатсем, фермерсем кайнă. Форумра йĕркеленĕ калаçусенчен пĕрне Патăрьел районĕнчи Ыхраçырми ялĕнчи Решит Санзяпов хутшăннă. Фермер хуçалăхĕсемпе кооперацисен аталанăвĕ, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас ыйту уншăн та пĕлтерĕшлĕ.  

Екатерина Фомина, Анастасия Евгеньева, Вадим Владимиров

Фермер лавне Решит Санзяпов 10 çул каялла кÿлĕннĕ. Панкрута тухнă ял хуçалăх предприятине туяннă, çĕр пайĕсене тара илнĕ. Аталану çулне çирĕп утăмсемпе такăрлатма пуçланă. 2014 çулта çемье фермине йĕркелеме патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Çав çулах Решит Санзяпов выльăх пусмалли,  тепĕр икĕ çултан аш-какай тирпейлемелли цехсене хута янă. Пĕлтĕр илнĕ 10 миллион тенкĕ грант укçипе çĕнĕ витесем тума пуçланă. Халĕ хуçалăхра 260 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен 100-шĕ сăвакан ĕнесем.  Лашасем те усраççĕ.

Кăлпасси, консерва, фарш, манты - аш-какайран тĕрлĕ çимĕç хатĕрлеççĕ хуçалăхра. Кунне цехра 3 тонна продукци кăларма пултараççĕ. Хальлĕхе вăл тулли вăйпа ĕçлемест.

Решит Санзяпов фермер хуçалăхĕ ял халăхне те тĕрев кÿрет. Вăл тăрăшнипе урамсене йĕркене кĕртнĕ,  2016 çулта Ыхраçырминче тата Чăваш Ишекĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçин паттăрĕсене асăнса палăк лартнă. Фермер тăван шкулне  те пулăшсах тăрать. Халĕ унта алăкран пуçласа хутса ăшăтмалли тытăм таранах -  вĕр - çĕнĕ. Решит Санзяпов пуçарăвĕпех 6 çул каялла „Тăван ял шурăмпуçĕ” хаçат кăларма пуçланă.  300 экземплярпа тухса тăраканскере кашни киле тÿлевсĕр валеçеççĕ.

Санзяпов фермер хуçалăхĕ Раççей шайĕнче те палăрнă. Мускавра иртекен „Ылтăн кĕркунне” куравран вăл ылтăн медальсĕр пĕрре те таврăнмасть. Кăçал Раççейри „Бизнес-успех” конкурсăн „Чи лайăх ял хуçалăх” проекчĕ номинацире те иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ.
 


проститутки чебоксары