Шупашкарта Анатолий Миттов ячĕллĕ пленэрта тунă ĕçсемпе паллаштараççĕ

Пĕлтĕр Анатолий Миттов художник çуралнăранпа 85 çул çитнине республикăра анлă паллă тунăччĕ. Пултаруллă ентешĕмĕрĕн еткерне упрас, искусствăра халăх йăли-йĕрки çинче никĕсленсе тăракан çĕнĕ ÿкерÿ мелĕ уçнă пысăк ăстан тĕнчине хальхи ÿнерçĕсем мĕнле курнине тĕпчес тĕллевпе Канаш районĕнчи Сиккассинче пленэр та иртрĕ. Ăна пĕтĕмлетме художниксемпе искусствоведсем, Анатолий Миттовăн пултарулăхне кăмăллакансем Наци библиотекинчи „Кĕмĕл ĕмĕр“ салонра йĕркеленĕ курава пуçтарăнчĕç.

Марина Карягина, Виктор Степанов  

Анатолий Миттов çуралса ÿснĕ ялта семинар-пленэр ирттернин чи пысăк пĕлтерĕшĕ – тĕпченĕ вăхăтра сăрă ăстин виçĕ çĕнĕ хайлавĕ тупăнни. Вĕсем – чи сумлă вырăнта, курав тĕпелĕнче. Миттов нумай ĕçне тăван Сиккассине халалланă. Пленэрта пулнă художниксем пысăк маçтăра çитĕнтернĕ тавралăх çине ун куçĕпе пăхма тăрăшни сисĕнет.

Хавхаланса кайнă Геннадий Орков искусствовед хăй те художникăн асамлă тăрăхĕнчен  „Миттов тÿпи“ фотокуравлăх сăн ÿкерчĕксем ÿкерсе таврăннă. Унпа юнашар ĕçленĕ тепĕр ÿнер тĕпчевçи, Антонина Мордвинова, питĕ тĕплĕ ăслăлăх каталогĕ хатĕрленĕ. Унта Миттовăн тĕрлĕ хулара упранакан икĕ пине яхăн хайлавне тупса кĕртнĕ. Сăмах май, Третьяков галерейинче кăна художникăн 33 картини иккен. Çамрăк ÿнерçĕсемпе юнашар пленэрта ят-сумлă маçтăрсем те ĕçленĕ. Вĕсене кашни утăмра пулăшса пыраканни – художникпа пĕр тăван Виталий Иванович. Унăн сăнарне эпир Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Анатолий Рыбкин çырнă портретра куратпăр. Станислав Юхтар, сăмахран, Сиккассин генилле ывăлне хăйĕн чи пысăк вĕрентекенĕ тесе шутлать, çавăнпа вăл пленэра пымасăр юлма пултарайман. Куравра унăн икĕ ĕçĕпе паллашма май пур.

Кăçалхи тухăçлă иртнĕрен пленэра килес çул та йĕркелесшĕн. Унта дизайнерсене те явăçтарасшăн: Анатолий Миттован ялти музейне хăт кĕртес теççĕ. Тĕпчев малалла пырать: искусствоведсем çĕнĕ картинăсем тупăнасса та шанма пăрахман-ха.