Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра çемьесен республикăри 4-мĕш  фестивалĕ иртрĕ

Уявра çур ĕмĕр тата ытларах пĕрле пурăнакан мăшăрсене, çавăн пекех кăçал çемье çавăрнă çамрăксене саламларĕç. Ылтăн, изумруд, бриллиант тата тимĕр туй паллă тăвакан юбилярсемпе Оксана Баскакова паллаштарать.

Оксана Баскакова, Виктор Степанов

Çемье фестивальне çулсерен çын йышлă хутшăнать. Залра - Патăрьел, Канаш, Комсомольски районĕсенче пурăнакансем. Уява республикăри мăсăльмансен тĕн управленийĕ, Обществăлла палата тата тутарсен наципе культура автономийĕ йĕркелеççĕ. Тĕллевĕ -  çемье хаклăхĕсене сарасси, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартасси. Ку тĕлĕшпе тухăçлăрах ĕçлес тесе республикăн юстици министерствипе мăсăльмансен тĕн пĕрлешĕвĕ килĕшӳ алă пусрĕç.

Пурнăç çулне пĕрле 50, 55 тата 60 çул такăрлатакан мăшăрсене чечексем тата парнесем парса хавхалантарчĕç.  Ачасен пултарулăх ушкăнĕсем юрă-ташăпа саламларĕç.

Кашни мăшăрăн çемье историйĕ пуян та кăсăклă. Чылайăшĕ пĕрремĕш ачи çуралсан çеç пĕр хушамат илнĕ. Çавăнпа та пĕрле пурăннă çулсем тата нумайрах вĕсен. Уява çавăн пекех кăçал çемье чăмăртанă çамрăксене те йыхравланă. Вĕсене те нумай çул килĕшӳпе ăнланура пурăнма сунчĕç.

Шăнкăртамра 65 çул пĕрле пурăнакан мăшăр та пур. Хади Камалтдинов - 90 çулти вăрçă ветеранĕ. Мăшăрĕ - Гельзиря 89 çулти тыл ветеранĕ. Юбилярсем районăн Хисеп кĕнеки çине алă пусрĕç, пĕр-пĕрне ăшшăн саламларĕç, çемье вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕç.

Вĕсен ăру йăхне 8 ачипе 19 мăнукĕ тата 29 кĕçĕн мăнукĕ тăсаççĕ. Çакăн пек çемьесем тăванĕсемшĕн çеç мар, пуриншĕн те ырă тĕслĕх.