Вăрнарсем ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç

Вăрнар тăрăхĕ – ял хуçалăхĕпе промышленноçе ăнăçлă аталантаракан районсенчен пĕри. Çавăнпа ку муниципалитетăн майĕсем те анлăрах. Çакăн пирки Республика Пуçлăхĕ йĕркеленĕ анлă канашлура сăмах пычĕ.

Леонид Петров, Анастасия Евгеньева, Игорь Ульянов
  
Кăткăс ыйтусем тавра калаçиччин Михаил Игнатьев йăлана кĕнĕ йĕркепе вырăнти предприятисем йĕркеленĕ куравпа паллашрĕ. Унта вăл тĕрлĕ продукципе, вĕсен хакĕпе кăсăкланчĕ. Чăваш Ен ертÿçи Вăрнар районĕ тĕрĕс çул-йĕрпе аталаннине палăртрĕ. Кунта ял хуçалăхĕпе пĕрлех промышленноç çулран çул вăй илсе пырать.

Сĕт туса илесси иртнĕ çулхипе танлаштарсан 6 процент ÿснĕ.  Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх тата чăх-чĕп ĕрчетессинче кăтартусем лайăхланнă. Кунта паллах, хресченсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курнин витĕмĕ пур.
Иртнĕ çул районти 33 хуçалăх 94 миллион тенке тивĕçнĕ. Пĕр çын пуçне туса илекен тупăш 6 пин çурă тенкĕпе танлашнă. Ку кăтартупа вăрнарсем республикипе 3-мĕш вырăнта.

Иртнĕ çул  район тĕрлĕ 14 программăна хутшăннă. Вĕсене пурнăçа кĕртме 636 миллион тенкĕ явăçтарнă. Унпа пĕрлех 17 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ. Вăрнарсем çакăнпа лăпланасшăн мар. Кăçал муниципалитетăн тепĕр 15 программине хутшăнма тĕллев лартнă.  Выльăх-чĕрлĕхе аталантармалли 9 инвестици проекчĕ хатĕрленĕ. Çитменлĕхсем те, паллах, пур. Çурт-йĕр тăвасси чакнă, çавăн пекех обществăлла апатлану тытăмĕнче тăрăшуллăрах пулмалла. Ларура  пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарасси, шалăва ÿстересси, налук пухасси пирки çивĕч калаçу пулчĕ. Вăрнар тăрăхĕнче 5 пин ытла çын район тулашĕнче ĕçлесе пурăнать. Çавна пула вырăнти хысна çулсерен 47 миллион тенкĕ çухатать.

Республика пуçлăхĕ вăрнарсем умне çурхи ĕçсене вăхăтра тата паха ирттерме тĕллев лартрĕ. Район аталанăвĕшĕн уйрăмах тăрăшса ĕçлекенсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.