Правительство çуртĕнче тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен пултаруллă хĕрарăмсене чысларĕç

Умра çурхи пĕрремĕш уяв – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. Çавна халалласа чи пултаруллисем паян Правительство çуртĕнче пухăнчĕç. Тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсене Михаил Игнатьев саламларĕ, патшалăх наградисем пачĕ.

Оксана Баскакова, Виктор Степанов

Чăваш Ен пуçлăхĕ хăйсен ĕçне чунтан парăннă хĕрарăмсене ăшă сăмахсем каларĕ. „Эсир çемье тĕрекĕ çеç мар,  тăван çĕршыв аталанăвне пысăк тӳпе хыватăр“, - терĕ. Сумлă чыса тивĕçнисен йышĕнче тĕрлĕ професси çыннисем: тухтăрсем, педагогсем, экономистсем, культурăра, ял хуçалăхĕнче, хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансем. Вăл шутра – Вăрмар районĕнчи халăха социаллă пулашу паракан комплекслă центрта ĕçлекен Нина Петрова. Нина Ивановна 22 çул  йывăрлăха лекнĕ ватă çынсемпе сусăрсене хăйĕн ăшшине парнелет. Тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн ăна „Чăваш республикин социаллă  хÿтлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ“ хисеплĕ ята пачĕç.

Тĕрлĕ хисеплĕ ятпа тав сăмахне пĕтĕмпе республикăри 45 хĕрарăм  тивĕçрĕ. Вĕсем хăйсен ĕçне пысăка хурса хакланăшăн тав турĕç. „Эсир ĕçчен çеç мар, чи илемлисем тата сăпайлисем“, - пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев.