22 сентября 2018 08:34   17°   $66.25 €78.08

06.03.2018 18:27

Сĕнтĕрвăрри хулинчи 1-мĕш гимназине йĕркеленĕренпе 200 çул çитнине паллă турĕç

Сумлă уявпа унта ĕçлекенсемпе  вĕренекенсене Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  саламларĕ.

Екатерина Фомина 

Икĕ ĕмĕр тапакан пĕлÿ çăлкуçĕн историйĕ пуян.  1818-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрринчи чиркÿ çумĕнче училище уçнă. Унтанпа çак вĕренÿ учрежденийĕ ятне пĕрре мар улаштарнă, хăй вăхăтĕнче вăл ĕç шкулĕ те,  пуçламăш аслă училище те пулнă.  1934-мĕш çултанпа пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул шутланнă,  2000-мĕшĕнчен вăл – гимнази.  6 çул каялла вĕренÿ учрежденин хушма çуртне тунă. Пĕлтĕр вара кĕçĕн классем вĕренекен çурта тĕпрен юсанă. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 160 миллион тенкĕ уйăрнă.

Халĕ гимназире 500 ытла ача пĕлÿ илет. Кунта тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртеççĕ, çав шутра финанс урокĕсене вĕрентесси, мини-футболла вылясси. Çавăн пекех робототехника, шахмат вăййин кружокĕсем ĕслеççĕ. Уява килнĕ хăнасене шкул историйĕпе паллаштарчĕç тата кунтан вĕренсе тухнă паллă çынсем пирки каласа кăтартрĕç. Вĕсем - Андрей Эшпай композитор, Леонид Серебренников контр-адмирал, пĕрремĕш чăваш летчикĕ Иван Скворцов, Алексей Хохлов авиаконструктор. Республика Пуçлăхĕ вĕренÿ тытăмне аталантарма пысăк тÿпе хывнăшăн 1-мĕш гимназие Хисеп хучĕпе чысларĕ. Вĕрентекенсене те наградăсем парса хавхалантарчĕ.


проститутки чебоксары