Влаçпа халăх пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен мĕн палăртнине пурне те тума пулать

Республика Пуçлăхĕн районсен пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетекен çÿревĕсем малалла пыраççĕ. Паян вăл Вăрнарпа Красноармейски тăрăхĕсенче пулчĕ. Ĕнер вара Елчĕкпе Комсомольски районĕсене çитсе килчĕ.

Алексей Енейкин, Михаил Солин

Районсенче лару-тăру çăмăлах пулмасан та, вырăнти пуçлăхсем çанă тавăрса ĕçлени сисĕнет. Елчĕксем яланах малтисен йышĕнче пулнă. Кунта майĕпен экономикăри йывăрлăхсене çĕнтерсе бюджет калăпăшне ӳстерсе пыраççĕ. Иртнĕ çул вăл налук хутшăнăвĕпе 143 ытла миллион тенкĕлĕх пуянланнă.

Районта тĕш-тырă туса илесси тата выльăх-чĕрлĕх шучĕ ӳснĕ. Ял хуçалăхĕнче 17 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Муниципалитет программине вара 283 миллион тенкĕлĕх пурнăçланă. 2 ялта 4 çухрăма яхăн çул сарнă, 12 çухрăм юсанă. Унсăр пуçне 2 фельдшер пункчĕ хута янă. Культурăпа вĕренӳ тата социаллă пурнăç тытăмĕнчи 4 çурта юсанă, кану паркне илемлетнĕ. Тума палăртнă ĕç тата нумай районта. Кăçал елчĕксем «Хулари пурăнмалли майсене лайăхлатмалли» патшалăх программине хутшăнса 4 миллион тенкĕ çĕнсе илнĕ. Вăл та чылай ĕç тума пулăшĕ.

Комсомольски районĕнче те ырă улшăну сахал мар. Ялсенче çĕнĕ çулсем, фельдшер пункчĕсем тăваççĕ, культура çурчĕсене юсаççĕ тата ытти те. Пĕлтĕр кунта 150 вырăнлă çĕнĕ клуб тата нумай хваттерлĕ 2 çурт хута янă. Çурт-йĕр хăпартассипе ытти районсемпе танлаштарсан 3-мĕш вырăна тухнă. Унсăр пуçне çĕнĕ производствăсем пуçарса халăх валли ĕç вырăнĕсем тунă. Вăл йышра улма-çырлапа пахча-çимĕç сĕткенĕ хатĕрлекен предприяти. Комбинат кăларакан продукципе Михаил Игнатьев паллашрĕ.

Каçал тăрăхĕнче çитменлĕхсем те пур. Чи пĕлтерĕшли вăл ― халăх йышĕ чакни. Виçĕмçулхипе танлаштарсан районта 153 çын сахалланнă. Район тулашĕнче тата официаллă мар майпа ĕçлекенсене пула вара вырăнти хысна пĕлтĕр 40-е яхăн миллион тенкĕ çухатнă. Ытти налуксене пухасси те йывăррăн пурнăçланса пырать. Çăмăлах пулмасан та, ял халăхĕ ĕçлесе пурăнма майне тупатех. Районта халĕ 1 литр сĕте 15 тенкĕпе пухаççĕ.

Комсомольскисем умне çĕнĕ тĕллевсем лартнă май Михаил Игнатьев районăн аталанмалли майсем чылай пулнине каларĕ. Влаçпа халăх пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен мĕн палăртнине пурне те тума пулать терĕ.