Çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕршывĕпе Урал тăрăхĕнче пурăнакансем те паллашрĕç

Вĕсем Петр Пупин скульптор, Зинаида Воронова ăста тата «Паха тĕрĕ» фабрика хатĕрленĕ ĕçсене хаклама пултарчĕç. Екатеринбургри Халăх культурин центрĕнче «Чувашия. Творцы и хранители» курав уçăлчĕ.
 
Екатерина Фомина, Игорь Ульянов

Урал тăрăхĕнчи халăха чăваш культурипе паллаштарас шухăш Свердловск облаçĕнчи наципе культура центрĕн хастарĕсен çуралнă. Ырă пуçарăва хутшăнма Шупашкарти ентешĕсене те чĕннĕ. «Паха тĕрĕ» фабрика унта чăваш тĕрриллĕ çи-пуç, ал шăлли,сĕтел çивиттисем тата  тем те пĕр илсе кайнă.

Петр Пупин скульптор та Урал тăрăхĕнче пурăнакансене хăйĕн ĕçĕсемпе паллаштарчĕ.  Вĕсенче чăваш халăхĕн пурнăçĕ сăнланнă. Курма килнисене Зинаида Воронова ăсталакан хушпу, тухья, тĕрлĕ эреш те кăсăклантарчĕ.

Чăваш Республикин историйĕпе паллаштаракан экспонатсемпе çавăн пекех Свердловск облаçĕнчи таврапĕлÿ музейĕ тата  библиотека тивĕçтернĕ. Курава чăваш юрри-ташши те илем кÿчĕ.

Ăна хăнасене Екатеринбургри тата Тюмень облаçĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем парнелерĕç.

Курав  Екатеринбургра пуш уйăхĕ вĕçĕчченех ĕçлĕ.