Волонтерсем реабилитаци центрĕсенче сипленекенсене хавхалантараççĕ    

Шупашкарти хевтесĕр ачасен реабилитаци центрĕнче Ырă ĕç тăвакансен çулталăкне уçрĕç. Социаллă волонтерсен шкулĕ пухăннисене чăн-чăн уяв парнелерĕ. Оксана Баскакова каласа кăтартать.
 
Оксана Баскакова, Илья Петров

Ку центрта ачасем 21 кун сывлăхне çирĕплетеççĕ. Çак вăхăтра вĕсем тăванĕсемсĕр тунсăхлаççĕ, килĕсене те каясси килет. Уявсем ирттерни вара ачасене хавхалантарать, кăмăлĕсене çĕклет.

Республикăн ĕçлев тата социаллă хӳтĕлев министрĕн çумĕ Лариса Арсентьева пухăннисене Ырă ĕç тăвакансен çулталăкĕпе саламларĕ. Чăваш Енре 50 пине яхăн волонтер пулнине пĕлтерчĕ. Центрти ыркăмăллăх акцисене хутшăнакан предприятисене тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Реабилитаци центрĕ волонтерсен 4 отрячĕпе тачă çыхăну тытать. Кунта пĕр ĕç-пуç те ырă тăвакансемсĕр иртмест. Вĕсем тĕрлĕ акципе уяв йĕркелеме пулăшаççĕ. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасемшĕн чăн-чăн юлташсем пулаççĕ.

Ырă туни ырăпах таврăнать, теççĕ. Çавăнпа та волонтерсен юхăмĕ анлăлансах пырать. Уяв хыççăн хастарсем „çавра сĕтел“ тавра пуçтарăнса тĕллевсене сÿтсе яврĕç.