Сĕнтĕрвăрри хулинчи пĕр пÿртре 5-мĕш çул усал шăршăпа нушаланаççĕ. Унта пурăнакансем çакна пĕтерес тесе тĕрлĕ тÿре-шара патне çитнĕ, çапах та лав вырăнтан та тапранман. Çынсене юхăннă çуртсенчен куçармалли программăпа тунă çĕнĕ пÿртре чăнах та сăмсана çурать-и тата халăх нуши пирки влаçсем пĕлеççĕ-и? Ку ыйтусемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна çитсе кăсăкланчĕ.
Леонид Петров, Анастасия Евгеньева, Михаил Солин
Çурта строительсем ÿрĕк-сÿрĕк туни тÿрех курăнать. Подъезд умĕнчи плиткăна пÿрнепех хăпăтма пулать. Ăна çара çĕр çинех пăрахнă. Ку çитменлĕхсен пĕр пайĕ çеç-ха. Шала кĕрсен стенасем çинче шыв кайнипе пулнă йĕрсем палăраççĕ. Канализаци тытăмĕ йĕркеллĕ ĕçлеменрен каяшсем хваттерсенех юхса тухаççĕ.
Уйрăмах 1-мĕш хутрисене йывăр. Вĕсен тăтăшах каяш тасатакан машин чĕнме тивет. Вăл çук пулсан хăйсемех нушаланса тирпейлеççĕ. 14-шар витре шăршлă шыв тухса тăкатпăр, теççĕ. Çакна чăтаймасăр тата инфекци ересрен хăраса чылайăшĕ патшалăх уйăрнă хваттерсенчен куçса кайнă.
Республикăри сутпа экспертиза лабораторийĕ çурт пурăнма юрăхсăр тесе çирĕплетнĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче 10 ытла çитменлĕх тупса палăртнă. Экспертсен йышăнăвĕпе Сĕнтĕрвăрри сучĕ те килĕшнĕ. Çапах та вырăнти администраци пÿрте йĕркене кĕртес тесе нимĕн те туман. Çавăнпах пулĕ унта пирĕнпе калаçасшăн та пулмарĕç, алăка сăмса умĕнчех хупса лартрĕç.
Сĕнтĕрвăрринче хурав илейменрен пирĕн республикăн Строительство министерствине çитме тиврĕ.
Шăршлă çуртра пурăнакансен нуши пирки халĕ республикăн çурт-йĕр инспекцийĕнче те пĕлеççĕ. Ведомствăра çивĕч ыйтăва 30 кунра тĕпчесе уçăмлатма сăмах пачĕç. Эпир те ку çурт шăпипе кăсăклансах тăрăпăр.