Элĕксем пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетсе тĕллевсене палăртрĕç

Муниципалитет мĕнле аталанса пырасси вырăнти пуçлăхсем халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлнинчен нумай килет. Çакна палăртса каларĕ Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк районĕн пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллашнă май.
 
Вероника Павлова, Вадим Владимиров

 Инвестицисем явăçтарассипе Элĕк районĕ хастар ĕçленĕ. Экономикăпа социаллă пурнăçа аталантарма 216 миллион тенкĕ тăккаланă. Патшалăх пулăшăвĕпе 22 фермерпа 29 ял хуçалăх предприятийĕ усă курнă. Аш-какай тата сĕт туса илессипе те элĕксем лайăх ĕçленĕ. Анчах та районта мăйракаллă шултра выльăх  шучĕ чакни вырăнти пуçлăхсене шухăшлаттарма тивĕç.

Агропромышленноç комплексĕнче те тăкаксăр пулман. Йĕпе-сапана пула темиçе пин гектар çинчи тухăçа пуçтарса кĕртеймен. Апла пулин те элĕксем ял хуçалăхĕнчи кăтартусене ÿстерес тĕллевлĕ.

Ял хуçалăх производствинче тăрăшакансен ĕç укçи ÿснĕ. Вăл 19 пин те 569 тенкĕпе танлашнă. Çак кăтартупа элĕксем муниципалитетсен йышĕнче 4-мĕш вырăнта. Анчах районта  конвертра шалу илекенсем те пур. Районĕпе 3 пин те 143 çын официаллă йĕркепе ĕçлемеççĕ. Çавна кура вырăнти хыснана 30 миллиона яхăн тенкĕ налук пухса çитереймен. Муниципалитет пуласлăхĕ пуçлăхсем халăхпа мĕнле килĕштерсе ĕçленинчен килет, терĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енре 2-мĕш çул çынсен пуçарăвне пурнăçа кĕртме пулăшакан программа ĕçлет. Анчах та хăшĕ-пĕри унта хутшăнма васкамасть. Республика ертÿçи ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене хастартарах пулма чĕнсе каларĕ.

Çапах лайăххи, ырри ытларах Элĕк тăрăхĕнче. Сиплев çурчĕсен ĕçĕпе çынсем кăмăллă – кадрсем çитеççĕ, терĕ район больницин тĕп тухтăрĕ. 16 фельдшер пунктĕнчен пĕринче кăна ĕçлекен çук. Çамрăк специалиста «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн ĕçе явăçтарма тĕллев лартнă.