10 декабря 2018 08:58   -4°   $66.92 €76.08

01.03.2018 17:48

Шупашкарта йăлана кĕнĕ çĕр улми куравĕ уçăлчĕ

Шупашкарта çĕр улмин регионсем хушшинчи 10-мĕш куравĕ уçăлчĕ. «Иккĕмĕш çăкăра» çитĕнтерекенсемпе ял хуçалăх специалисчĕсем «Николаевски» суту-илӳ комплексĕнче пухăнчĕç.

Алексей Енейкин, Семён Антонов, Владимир Синдеев

Халăхсем хушшинчи «Çĕр улми - 2018» курав тата конференци çĕршыври 30 ытла регионпа Белоруç республикинчи ял хуçалăх ĕçченĕсене пĕрлештерчĕ. Пурĕ 90 ытла компани. Специалистсем наукăри хальхи çитĕнÿсемпе тата пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ. Тĕп вырăнта — селекци мелĕпе чир-чĕре парăнман çĕр улми вăрлăхĕсем кăларасси, тĕпчев ĕçĕнчи ăсталăха аталантарса сахал тăкакпа тухăçлă çимĕç туса илме вĕренесси тата хуçалăхсене хамăрăн вăрлăхпа тивĕçтересси. Çак тĕллевпе халĕ районсенче те çĕр улмине пробиркăра ӳстермелли лабораторисем ĕçлеççĕ.

Иртнĕ çул республикăра 550 пин тонна çĕр улми туса илнĕ, гектартан 192 центнер. Ку çĕршыври 5-мĕш кăтарту. Атăл тăрăхĕнчи регионсен йышĕнче вара Чăваш Ен Чулхула облаçĕ хыççăн иккĕмĕш вырăна тухнă. Пухса илнĕ çĕр улмине кирлĕ пек упрасси те çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Ку енĕпе Чăваш Енре пысăк проектсем пурнăçланаççĕ. 4-5 пин тонна пахча-çимĕç вырнаçакан управăшсем тăваççĕ. Çакă çĕр ĕçченне иккĕмĕш çăкăра лайăх хĕл каçарса тивĕçлĕ хакпа сутма май парать.

Ял хуçалăх министерстви кăçал районсем умне пысăк тĕллев лартнă. Республикăра çĕр улми çитĕнтермелли лаптăка 2 пин гектар ӳстерсе виçĕмçулхи шая — 9 пин гектара çитермелле. Хуçалăхсенчи техника паркĕ вара иккĕмĕш çăкăра туса илессине 3 хут та ӳстерме май парать. Курава хутшăнакансем яланхи пекех çĕр улминчен хатĕрленĕ апат-çимĕçе тутанса пăхма пултарчĕç, çĕнĕ вăрлăхпа паллашрĕç.

Çанталăк сивĕ пулнине кура суту-илĕве ăшă пӳлĕмсенче йĕркеленĕ. Халăх вара урамранах хĕвĕшет.

Пенсионерсемпе сусăрсене туяннă çĕр улмине килĕсене илсе çитерме меллĕ пултăр тесе хула администрацийĕ волонтерсене явăçтарнă. Ку тĕллевпе 6 машин пĕр канмасăр чупать.

Çĕр улми куравĕ икĕ кун ĕçлет. Ăнса пулакан вăрлăх вара пурне те çитмелле теççĕ.


проститутки чебоксары