Иван Яковлев - çамрăксен чĕринче

Чăвашсене çутта кăларнă Аслă вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа кăçал 170 çул çитет. Çак паллă пулăма халалласа Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче «Иван Яковлев - çамрăксен чĕринче» ятпа савăнăçлă пуху пулчĕ.

Алексей Енейкин, Никита Углёв

Чăваш халăхĕн Патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев хăй хыççăн килекен ăрусем валли калама çук пысăк халал парса хăварнă. Унăн пĕлтерĕшне ăнланса илсе ăша хывасси кашнин çутă тивĕçĕ. Аслă вĕрентекенĕн пехилне çамрăксем патне çитересси ача сатĕнче ĕçлекенсенчен пуçласа студентсене ăс паракансем таранах хăйне евĕрлĕ яваплăх шутланать. Çулсерен вăйланса пыракан сăваплă ĕçĕн витĕмĕ кăçал уйрăмах палăрмалла.

Яковлев халалне чĕрере тытакан çамрăксем сĕтел тавра пухăнса кăçал мĕнле ĕç-пуç йĕркелесси пирки калаçрĕç. Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн çавра çулне уявлассине патшалăх шайĕнче çирĕплетнĕ. Уйрăмах вĕренӳпе культура министерствисем умне çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ ĕç-пуç ирттерме пысăк тĕллевсем лартнă. Вăл шутра тивĕçлĕ фильмсем ӳкересси те.

Иван Яковлевăн 170 çулне Чăваш Енре кăна мар, вăл çуралса ӳснĕ Тутарстанпа ытти тăрăхра та анлă паллă тăвĕç.

Туслăх çурчĕн сцени çинче патшалăхăн тĕрлĕ тытăмĕнче тимлекенсем, депутатсем сăмах илчĕç. Пурте Иван Яковлевăн сумлă юбилейне ирттерессине пысăк тимлĕх уйăрнине пĕлтерчĕç. Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсемпе ытти пултарулăх ушкăнĕсем вара пухăннисене чăн-чăн уяв парнелерĕç.