Тĕп хулари ача сатĕнче ăс-тăна аталантаракан вăййа хисеплеççĕ

Шупашкарта шахмат вăййине халалланă уяв иртрĕ. 14-мĕш сатике тăватă вĕренÿ учрежденирен ăс-тăна аталантаракан ачасем пуçтарăнчĕç.

Вероника Павлова, Никита Углев  

Уява хутшăнакансем хăйсене юмах тĕнчинче туйса курчĕç. Авалхи балри пек капăр тăхăннă хĕр ачасемпе арçын ачасене корольпе королева кĕтсе илчĕç. Хăнасем 143-мĕш, 110-мĕш тата 45-мĕш ача сачĕсенчен çитрĕç.

 Çак куна ачасемпе воспитательсем хавхаланса кĕтнĕ – юрă-ташă вĕреннĕ, пÿлĕме тĕрлĕ кÿлепесемпе капăрлатнă. Уява чи пултаруллисем хутшăннă. Вĕсем шашка-шахмат енĕпе хулари тĕрлĕ турнир çĕнтерÿçисем.
 
Ачасен кăмăлне юмахри сăнарсем çĕклерĕç. Уява уçнă хыççăн пĕчĕк гроссмейстерсем хăйсен ăсталăхне турнирта тĕрĕслерĕç. 14-мĕш ача сатĕнче нумайăшĕ шашка-шахматпа кăсăкланаççĕ.
 
Шашкăлла е шахматла выляни питĕ усăллă. Вăйă ăс-тăна аталантарать, тавçăруллăрах пулма пулăшать. Чи пĕлтерĕшли – нумай хатĕр туянса тăккаланмалла мар, вĕренме те çăмăл, кăмăл çеç пултăр. Турнирта выляса яракансем пулмарĕç. Пурне те асăнмалăх парнесем, медальсем парса хавхалантарчĕç.