Çĕрпÿсем иртнĕ çулти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç

Чăваш Ен пуçлăхĕн республикăри ĕçлĕ çÿревĕсем малалла пыраççĕ. Вăл хутшăннипе вăрмарсемпе çĕрпÿсем те районсен экономикипе социаллă пурнăç аталанăвне пĕтĕмлетрĕç. Çавал тăрăхĕнчи тĕп кăтартусене Леонид Петров корреспондент тимлерĕ.

Леонид Петров, Виктор Степанов

Çĕрпÿсен пĕлтĕрхи пĕтĕмĕшле тупăшĕ 1 миллиард та 185 миллион тенкĕпе танлашнă. Ку вăл ытти районсеннипе пăхсан чи нумаййи. Çакă инвестицисем явăçтарассипе хастар ĕçленипе çыхăннă. 2017 çулта 174 миллион тенкĕлĕх 27 проект пурнăçланă. 200 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса Çĕрпÿре çĕнĕ капмар шкул туса лартнă.    

Агропромышленноç комплексĕнче 325 миллион тенкĕ таса тупăш илнĕ. Хресченсен ĕç укçи 18 пинрен иртнĕ. Ку вăл иртнĕ çултинчен 6 процент нумайрах. Районта тĕш-тырă туса илессипе пĕрлех хăмла çитĕнтерессипе тăрăшаççĕ. Иртнĕ 5 çулта 3 пин гектар усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Чăн та, çитменлĕхсем те пур. Вăл шутра çурт-йĕр тăвасси чакнă. Ку енĕпе  плана 66 процент çеç тултарнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Алла Волчкова çакна строительство валли çĕр çитменнипе сăлтавларĕ. Михаил Игнатьев нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем тĕп юсавшăн тÿлеменнипе кăмăлсăр пулчĕ. 63 проценчĕ çеç укçана вăхăтра куçараççĕ. Ку енĕпе çуртсене пăхса тăракан компанисен ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ вăл. Районта çавăн пекех тухтăрсем тата ытти специалистсем  çитмеççĕ. Вĕсене явăçтарма тивĕçлĕ майсем тăвассипе сирĕн мĕн пур вăя хумалла, терĕ Чăваш Ен пуçлăхĕ.  Пултаруллă та малĕмĕтлĕ çамрăк вара сахал мар çĕрпÿ тăрăхĕнче. Вĕренÿре, обществăлла ĕçре, спортра çитĕнÿсем тунă хĕрсемпе каччăсене ятарлă стипенди илни çинчен калакан сертификатсем парса чысларĕç.

Михаил Игнатьев яланхи пекех ыйтусене хуравларĕ. Пухăннисем, паллах, Çĕрпÿ кĕперĕн шăпипе кăсăкланчĕç. Республика пуçлăхĕ юсав вăраха кайнине "Волгамост" пĕрлешÿн явапсăрлăхĕпе çыхăнтарчĕ. Кăçал çĕнĕ аукцион ирттерме палăртнă. Кĕперĕн иккĕмĕш пайне 2019 çулта туса пĕтермелле.