Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалласа Красноармейски районĕнче спартакиада иртрĕ

Çĕршыв хӳтĕлевçисене халалласа кашни район-хуларах уявсем иртрĕç. Красноармейски тăрăхĕнче вара тĕрлĕ вăхăтра çар тивĕçне пурнăçланă салтаксем спартакиадăна пухăнчĕç.

Алексей Енейкин, Юрий Васильев
 
Вĕсем салтак аттине тахçанах уринчен хывнă пулин те, çĕршыва хӳтĕлеме тесен яланах малти ретре. Раççейри пограничниксен çарĕ 100 çул тултарнине халалласа Красноармейски районĕнчи арçынсем çулталăк кĕтнĕ спорт уявне пухăнчĕç. Тĕрлĕ çарта хĕсметре тăнăскерсем 4 ушкăна пайланса 5 ăмăртура тупăшрĕç. Малтанах йĕлтĕрçĕсен эстафети иртрĕ. Старта тухакансем çухрăм çурă дистанцие парăнтарчĕç. Унтан волейболла, мини футболла вылярĕç, кире пуканĕ йăтрĕç, автомат кам хăвăртрах салатса пуçтарассинче ăмăртрĕç. Спартакиада хĕрӳ иртрĕ пулсан та, тупăшура юлташлăх çĕнтерчĕ.  Пурте вĕсем кунта 3 тĕллевпе пухăннă.

Çак сăмахсене Янкасра пурăнакан Анатолий Антонов та çирĕплетет. Вăл юртан чăн-чăн танк кӳлеписем ăсталать. Çĕнĕ çул умĕн ăна мăшăрĕ çулталăк паллине халалласа юртан йытă тума ыйтнă.

Анатолий Федорович Т-90 тата ИС-3 танксем ăсталанă. Ĕçĕ çăмăл мар. Çар машинисене вăл икĕ эрне ытла тунă, кайран сăрланă. Юрне купалама вара çемйи пулăшнă.

Çапла, çĕршыв хӳтĕлевçисем пур ĕçре те пултаруллă пулнине кăтартаççĕ. Профессире те ĕлкĕреççĕ, çемьере те маттур, туслăхра та хастар. Тĕрлĕ спартакиада ирттерсе çамрăксене сывлăх пурнăçра чи хакли пулнине вĕрентеççĕ.