Çĕршыври чи вăйлă каратистсем Шупашкара пухăнчĕç

Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче Раççей каратэ Федерацийĕн  первенстви иртрĕ. Чемпионатра республикăри спортсменсем палăрчĕç. Вĕсем  20 ылтăн, 24 кĕмĕл тата 33 бронза медаль çĕнсе илчĕç.
 
Оксана Баскакова, Вячеслав Ильин
 
Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери каратэ конфедерацийĕн ăмăртăвĕсем пĕрре мар иртнĕ. Хальхи чемпионата уйрăмах çын йышлă пухăннă. Каратэн пур енĕпе те тупăшма 2 пин спортсмен килсе çитнĕ. Çĕршыври 29 регионти тата Казахстан каратисчĕсем наградăсен 45 пуххишĕн вăй виçрĕç. Республикăра çак спорта аталантарассине пысăк тÿпе хывнăшăн Пĕтĕм тĕнчери каратэ конфедерацийĕн вице-президентне Вячеслав Тимофеева Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тав çырăвĕпе чысларĕ.

Ăмăртăва чи çамрăк каратистсем пуçларĕç. Шупашкарти 4-мĕш гимназире вĕренекен Владимир Михеев 8 çулта çеç пулин те чылай турнирта çĕнтерӳçĕ пулнă. Финала вăл  Чулхулари Михаил Чернышевпа пĕр пек паллăсем пухса тухрĕ. Çĕнтерӳçĕне палăртма тӳресен тепĕр раунд ирттерме тиврĕ.

Ылтăн медале тивĕçнипе пĕрлех, Владимир Михеев Европа Кубокне хутшăнма ирĕк çĕнсе илчĕ. Ку пĕлтерĕшлĕ тупăшу çĕртме уйăхĕнче Румынире пулĕ.