10 декабря 2018 08:59   -4°   $66.92 €76.08

26.02.2018 12:50

Наци библиотекинче Николай Егоров ăсчахăн кĕнекине пахаларĕç

Тĕрĕк тĕнчинче палăрнă ăсчах, филологи докторĕ, Чăваш Республикин наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Николай Егоров профессор чăваш чĕлхи урлă тăван халăхăн кунçулне 3 пин çул каяллахи аваллăхĕ таран тĕпчесе çитнĕ. Наци библиотекинче унăн икĕ томпа тухнă кĕнекине сÿтсе явса пахаларĕç.

Марина Карягина, Вадим Владимиров

Иртнĕ ĕмĕрсен вăрттăнлăхĕсене упраканни - чĕлхе. Кашни сăмах хыçĕнче культура тăрать. Чăваш чĕлхине тĕпчекенсем тĕнчере йышлă, хамăрăннисенчен Николай Золотницкин, Василий Егоровăн тÿпи пысăк. Николай Егорова Михаил Федотов урлă илнĕ вĕрентĕве татма памасăр малалла аталантарнăшăн тав тăватпăр: ун шайĕ хальлĕхе – ку енĕпе чи çÿлли.

„Шыраса тупрăм! Эврика!“ тени Николай Ивановичăн ĕç сĕтелĕ хушшинче катăлман мăйăр пек шухăшсене шĕкелчеме тăрăшса ларнă тертлĕ çулсенче чылай пулнă. Пуç миминчи çиçĕм çиçкĕнĕвĕ евĕр „кăвак хуппи“ яр та яр уçăлмассерен чĕлхемĕрĕн 3 пин çул каяллахи аваллăхне илсе çитерекен асаплă çул хытти тупăнса пынă. „Пĕтĕм Еврази çĕрĕ пирĕн талккăш пулнă, халь пуçа шăнăçмалла мар“, - тет ăсчах. Унăн тĕпчевĕсем Китайра, Турцире, Казахстанра пичетленнĕ, халь „Çĕнĕ вăхăт“ издательствăра 500 тиражпа тухнă икĕ томра, суйласа илнисемсĕр пуçне, ниçта кун çути курманнисем те пур. Пухăннă чĕлхеçĕсене Егоров ăсчах „этнос“ тата „чĕлхе“ ăнлавсене уйăрса пăхманни тавлаштарчĕ.

Апла ашшĕ-амăшĕн чĕлхине пĕлмен çын, юнпа чăваш пулсан та, йăхĕн ăс-хакăл пурлăхне сая ярать – чĕлхепе пĕрле ăруран ăрăва куçса пыракан культура татăлать. Çак ыйту – паян чи çивĕч тăраканни. „Пирĕн „Мĕн тума кирлĕ вăл чăваш чĕлхи“ текен шухăша сирсе ямалла“, - терĕ тĕрлĕ факультетра вĕрентекен Ираида Мукина тĕпчевçĕ.

Чĕлхе ыйтăвĕ мала тухнăран пĕрле сÿтсе явмалли самай тупăнчĕ: тĕприсем - паянхи нумай информаци паракан, анчах шухăшлама вĕрентмен шкул системине улăштармасан ырри патне пырса тухмăпăр, йышĕпе Раççейре пиллĕкмĕш вырăнта тăракан чăвашсен мĕншĕн халĕ те академи çук? Çапла, тăван халăхĕшĕн ĕслеме çут тĕнчене килнĕ çыннăн çуралнă кунĕнче те çав ырату.


проститутки чебоксары