Канаш çыннисемпе пуçлăхсем хула пурнăçне сÿтсе яврĕç

Канаш хули кăçалтан самай аталанĕ. Вăл «Монохула» программăна хутшăнса миллиард ытла тенкĕ федераци пулăшăвне тивĕçнĕ. Çак укçапа мĕн тума палăртнă-ха? Кун пирки вырăнти пуçлăхсемпе депутатсем тата Республика ертÿçи Михаил Игнатьев тĕл пулса  калаçрĕç. Унта тĕрлĕ министерствăпа ведомство ĕçченĕсем  хутшăнчĕç.

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев

Малтанах Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ пултаруллă çамрăксене чысларĕç. Унтан пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç. Канаш администрацийĕн ертӳçинче нумай пулмасть ĕçлеме пуçланă Виталий Михайлов хулан 2017 çулти çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Виçĕмçулхипе танлаштарсан муниципалитетăн тупăшĕ 13, вăтам ĕç укçи 9 процент ӳснĕ. Промышленноç производствин калăпăшĕ вара 120, çурт-йĕр хăпартасси 107 процентпа танлашнă. Тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм ― Канаш «Монохула» программипе аталанать.

Çавăн пекех, патшалăх уйăракан укçапа хулари каяш шывсене тасатакан станцие çĕнетмелле, урамсенчи çулсене юсамалла тата коммуникаци тытăмне улăштармалла. Унсăр пуçне халĕ хула пульницине тĕпрен юсаççĕ. Ку тĕллевпе 35 миллион тенкĕ уйăрнă. Канашра çитменлĕх те сахал мар. Хула Федераци хыснинчен уйăрнă 16 миллион тенкĕ укçана усă курайман, каялла тавăрса панă. «Промтракторвагон» предприяти те япăхрах ĕçлет. Çавах та унăн пуласлăхĕ аван терĕç. Конвертра шалу илекенсене пула вара Канаш бюджечĕ иртнĕ çул кăна 20 миллион тенкĕ çухатнă. Тата пĕчĕк тата вăтам бизнесменсен йышĕ чакнă. Çак çитменлĕхе пĕтерес тесе хулари нумай функциллĕ центрта усламçăсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ятарлă чӳрече йĕркелеме палăртнă. Кунти больницăра вара 40 ытла врач çитмест.

«Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшӳллĕн кăçал 11 çамрăк  специалиста ĕçе илме палăртнă. Демографи лару-тăрăвне илсен, пĕлтĕр виçĕмçулхинчен 29 ача сахалрах çуралнă. Хулара пурăнакансен йышĕ 603 çын чакнă. Çавах та, малашне Канаш лайăхрах аталанма пуçлĕ.