Сĕнтĕрвăрри районĕнчи  маçтăр юр хырма меллĕ кĕреçе шутласа кăларнă

Хăвăрт юр хырма пулать, ĕçлеме те çăмăл. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аксарин ялĕнче пурăнакан Вячеслав Васильев ятарлă хатĕр шутласа кăларнă.

Оксана Баскакова, Анастасия Евгеньева, Михаил Солин

Ку тĕлĕнтермĕш-кĕреçе пур енчен те лайăх: çăмăл, меллĕ, çав вăхăтрах питĕ чăтăмлă. Унпа хытса ларнă юра та тасатма пулать. Кун пек хатĕр кашни кил-хуçалăхра усăллă пулĕччĕ.

Лавккаран туяннă кĕреçесен хакĕ пур, анчах та усси çук, тет маçтăр. Хăй аллипе ăсталанă хатĕр вара чылай шанчăклăрах.

Вячеслав Васильев кулленхи ĕçе çăмăллатма тăтăшах тĕрлĕ хатĕр шутласа кăларать. Унăн çырла тасатмалли, кайăксене хăратмалли, алăк çаклатмалли, атă-пушмак тăхăнмалли, çĕнетнĕ мотоблок пур. Ялти «кулибин» вĕсемшĕн патент та илнĕ. Арçын час-часах куравсене хутшăнать, çапах та çак хатĕрсене кăларма килĕшнĕ пĕр предприяти те хальлĕхе тупăнман.

Вячеслав Васильев палăртнă тăрăх, çак хатĕрсене вăл  сусăрсемпе  ватăсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе ăсталать. Çавăнпа çăмăллăх кÿрекен япаласемпе хăçан та пулин ытларах çын усă курасса шанать.