Ашшĕ-амăшĕ вырăс чĕлхипе Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне тытрĕ

Раççейри çак акцие пирĕн республика иккĕмĕш хут хутшăнчĕ. Хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслес текенсем тĕп хулари 48-мĕш шкула пухăнчĕç.

Вероника Павлова, Ирина Ромадова, Игорь Ульянов  

Лару-тăру чăн экзаменри пекех. Пÿлĕме тимĕр шырамалли хатĕрпе тĕрĕслесе кĕртеççĕ. Вăл çумри телефона асăрхасанах кăшкăрма пуçлать. Пĕрле паспорт, шыв тата ручка çеç пулмалла.
 
Пĕлĕве тĕрĕслеме ашшĕ-амăшĕ тĕп хулана Комсомольски, Муркаш районĕсенчен тата Çĕнĕ Шупашкартан çитнĕ. Вĕсене виçĕ пÿлĕме уйăрса лартрĕç, бланксене тултарма вĕрентрĕç. Чи пĕлтерĕшли – хăнăхтарусене тĕрĕс пурнăçласси мар, ашшĕ-амăшне шкул пĕтерекенсен вырăнĕнче туйса курма май туса парасси.

Специалистсем палăртнă тăрăх, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенчен ачисем мар, ытларах ашшĕ-амăшĕ хăраççĕ. Çакă аслисем тĕрĕслев пирки сахал пĕлнипе çыхăннă, теççĕ психологсем. Хальхинче сакăр хăнăхтарăва пурнăçлама çур сехет вăхăт пачĕç. Паллах, чăн-чăн экзамен ытларах пырать. Акцие ахальтен мар 48-мĕш шкулта йĕркеленĕ. Пуш уйăхĕнче пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне тытмалли малтанхи тапхăр шăпах çакăнта иртĕ.