Тĕп хулара пысăк шалу шантаракан пĕлтерÿсемпе шăнкăравласран асăрхаттараççĕ

Ĕçе вырнаçас килет тĕк - укçа тӳле. Шупашкарта пысăк шалу сĕнекен пĕлтерӳсем курма пулать. Унта кăтартнă номерпе шăнкăравлакан вара кăмăла каякан ваканси тупас вырăнне укçине çухатать.

Алексей Енейкин, Ирина Ромадова, Вадим Владимиров, Владимир Синдеев

Хуралçă, повар, администратор, сутуçă, водитель е сантехник - кашнинех тивĕçлĕ ĕç укçи шантараççĕ: 30-тан пуçласа 45 пин тенкĕ таран. Çак пĕлтерĕве кураканăн пĕр шухăшламасăрах пĕлтерÿре кăтартнă номерпе шăнкăравлас килĕ. Тен, ун валли те пысăк тупăшлă ĕç пур.

Çав вăхăтрах пĕлтерӳре нимле организаци ячĕ те çук. Унăн пĕр кĕтесĕнче çеç - çӳлтен аялалла тата вулама йывăр вĕтĕ шрифтпа «Шăнкăрав тӳлевлĕ» тесе çырнă. Пĕр минут калаçнăшăн 116 тенкĕ те 82 пус, иккен. Анчах та нумайăшĕ çакна асăрхамасть те.

Пысăк шалуллă вуншар ваканси сĕнекен пĕлтерӳсем кунран кун йышлансах пыраççĕ. Вĕсене ятарлă вырăнсенче кăна мар, çуртсемпе юпасем çине те çыпăçтараççĕ.

Сюжета хатĕрленĕ май эпир те пĕлтерӳре кăтартнă номерпе, кунта çырнă пек стационарлă телефонран шăнкăравларăмăр. Пирĕн корреспондент 32 пин тенкĕ шалу шантаракан администратор вакансипе кăсăкланчĕ. - Шел пулин те, ку ĕç халĕ çук,- терĕç пире. Çапах та урăх çĕре шăнкăравлама тепĕр 3 номер пачĕç. Çапла, калаçăва 5 минут таран тăсрĕç. Эппин, çакăншăн пирĕн 500 ытла тенкĕ тÿлеме тивĕ. Ытти номерсемпе те шантарнă ĕç тупасси пулмарĕ. Усламçăсене кăна кăштах пуйма пулăшрăмăр.  - Айван çынна улталама та çăмăл,- теççĕ. Шалти ĕçсен министерстви халăха тимлĕ пулма ыйтать. Ултавçăсем тĕрлĕ сайтри информаципе усă курса ĕç шыракансене пур-çук вакансисене сĕнеççĕ. Тепĕр чухне тата ĕçе вырнаçма тесе документ хатĕрлемешкĕн 2-3 пин тенкĕ куçарма ыйтакансем те пур. Кун пек чухне çынсем ĕçсĕр кăна мар, укçасăр та юлаççĕ. Çавăнпа та, паянхи кăткăс саманара урамри хăш-пĕр пĕлтерӳсене тимлĕх уйăрмасан кăмăл та пăсăлмĕччĕ. Чăн-чăн вакансисем пирки ĕçпе тивĕçтерекен центрсемпе ытти ятарлă сайтсенче тӳлевсĕрех пĕлме пулать.