Муркашсем пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç

Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе, пурăнмалли çурт-йĕр тăвассипе çине тăрса ĕçлемелле. Муркашсен кăçалхи тĕллевĕсем çакнашкал. Район аталанăвне вĕсем Республика Пуçлăхĕпе пĕрле сÿтсе яврĕç.

Екатерина Фомина

Иртнĕ çула япăх мар кăтартусемпе вĕçленĕ муркашсем. „Хăрушсăрлăх тата паха çулсем“ федераци программипе килĕшÿллĕн пысăк ĕçе пикеннĕ районта.

Кăçал районта 129 миллион тенкĕлĕх  24 çухрăм çула юсама палăртнă.  Агропромышленноç комплексĕнче вара 10 инвестици проектне пурнăçа кĕртмелле. Ку вăл 94 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парĕ.  Ытти çитĕнÿ те сахал мар.

Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе тăрăшуллăрах ĕçлемелле. Вĕсен лаптăкĕ районта 9 пин те 855 гектар. Пурăнмалли çурт-йĕр хăпартасси те планран юлса пырать. Халăх пуçарăвне пурнăçа кĕртме пулăшакан республика программине  те муркашсен хастартарах хутшăнмалла. Ял тăрăхĕсен проектсем хатĕрлеме васкамалла.

Бизнеса аталанма лайăх майсем туса парассипе республика конкурсĕнче Муркаш районĕ 2-мĕш вырăн йышăннă. Унта çĕнсе илнĕ 9 миллион тенкĕн пĕр пайне  çулсене юсама усă курнă. Сăмах май, районта предпринимательсене хавхалантарас тĕллевпе грант пулашăвне те çирĕплетнĕ. Пысăк шанăç „Сеспель“ предприятире. Кăçал унта çĕнĕ производство хута яма хатĕрленеççĕ. Çакă район аталанăвĕшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. „Сирĕн кăтартусене тата лайăхлатса пыма тăрăшмалла“, - терĕ Михаил Игнатьев муркашсене ăнăçу сунса.