Хыпарсăр çухалнă салтаксене шырамалли проект Раççейри конкурсра палăрнă

Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕсен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсем паллă. Пурĕ унта 7800 ытла çын хутшăннă. Çĕнтерӳçĕсен йышĕнче пирĕн ентешсем те пур - Шупашкарти Вĕренӳ аталанăвĕн центрĕнчи специалист Александра Вострова тата 29-мĕш шкулта вĕрентекен Кристина Шигильдеева. Вĕсене 100-шер пин тенкĕ  грант панă.

Алиса Александрова, Вадим Владимиров
 
29-мĕш шкулта çак гранта илме пĕрремĕш хут 2016 çулта проект хатĕрленĕ. Ăна  Стрелоксен 135-мĕш дивизийĕн йышĕнче пулнă чăваш салтакĕсен çапăçу çул-йĕрне тĕпчес, тăванĕсене тупас, Ржев çывăхĕнчи пуç хунисен юлашкисене тирпейлесе пытарас тĕллевпе пуçарнă. Икĕ çул каялла экспертсем çак ĕçе тивĕçлипе хакланă, 700 пин тенкĕ грант пама йышăннă.

2015 çултанпа «Гвардеец» шырав отрячĕ Ржев тăрăхĕнче 5 хут пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче унта çапăçнă 135-мĕш Стрелоксен дивизийĕнче чылай чăваш хыпарсăр çухалнă. Шыравçăсем вăл тăрăхра тупнă япаласенчен музей та йĕркеленĕ. Олег Тюнтеров пуçарнă сумлă ĕçе тăсса Кристина Шигильдеева вĕрентекен кăçал грант илме тивĕçлĕ пулнă. Çак укçа лартнă шухăш-тĕллеве пурнăçлама май парасса шанаççĕ çĕнтерӳçĕсем. 

Çĕршыв шайĕнчи конкурсра палăрнă тепĕр проекта  Александра Вострова хатĕрленĕ.  «Эпĕ тата çут çанталăк» ĕçе Экологи çулталăкĕнче уйрăмах аван йĕркелесе пынă хастар çамрăк. Атăл тата пĕчĕк юханшыв таврашĕсене тасатса тирпейлес ĕçе шкул ачисене те явăçтарнă.  Грант укçипе пĕр пуçăннă ĕçе малалла та туса пырасшăн Александра Вострова.