Йĕлтĕрçĕсем Республика Пуçлăхĕн парнисемшĕн тупăшрĕç

Республикăра сывлăх кунĕ иртрĕ. Çав вăхăтрах сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем пĕр кунпа çеç çырлахмарĕç. Шăматкун пиншер çын тĕрлĕ спорт вăййинче тупăшрĕ, вырсарникун вара çемьесем йĕлтĕрпе чупса ăмăртрĕç.   

Алиса Александрова, Вячеслав Ильин, Вадим Владимиров

«Чăваш Ен старта тухать!» ятпа спортпа туслă çемьесем  Олимп резервĕсен 2-мĕш шкулĕн биатлон комплексĕнче Республика Пуçлăхĕн парнисемшĕн тупăшрĕç.  Çак уява 7-мĕш çул йĕркелеççĕ. Ăмăртăва хутшăнакансен йышĕ кашнинче ӳссех пырать. «Ачасене мĕн пĕчĕкрен спорта явăçтарни пĕлтерĕшлĕ.  Вĕсен сывă малашлăхĕ çавăнтан пуçланать», - палăртрĕç йĕркелӳçĕсем.

Йĕлтĕр йĕрне хутшăнакансен ÿсĕмне тата вăйне кура хатĕрленĕ. Ушкăнпа ăмăртса Михаил Игнатьев 5 çухрăм парăнтарчĕ. Хăшĕ-пĕриншĕн вара 500 метр та çителĕклĕ пулчĕ.  Старта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çемьесем тухрĕç. Чылайăшĕшĕн ку ăмăрту — кĕтнĕ уяв.

Сăмах май, Йĕпреç районĕн чысне хӳтĕлекен Ефремовсем эстафетăра 2 километр  та 700 метр парăнтарса пĕрремĕш пулчĕç. Пурĕ парнесене 5 номинацире выляттарчĕç. Чи йышлă ушкăнра — ашшĕ, амăшĕ тата 4 ачи ăмăртса Канашран килнĕ Суракинсем çĕнтерчĕç.