Çамрăксен театрĕнче сцена уçăлчĕ

СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина тата Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев çĕнĕ сцена уçрĕç. Ку савăнăç Çамрăксен театрĕнче пулчĕ. „Çĕн пӳрт“ уявĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ пулса курчĕ.
 
Александр Осипов, Игорь Ульянов

Мĕн курман пулĕ Çамрăксен театрĕ хăйĕн вăрăм та тумхахлă историйĕнче. 85 çул каялла ăна Ехрем хуçа урамĕнчи рабочисен клубĕнче чăваш ачисем валли йĕркеленĕ.

Каярахпа театр тата темиçе хутчен тĕрлĕ çурта куçать. Раççей патшалăх тытăмĕ пуçланса кайсан артистсене «Ачасен театрĕ шурă Шупашкарта пулатех» тесе, культура учрежденин проектне кăна мар, макетне туса çĕнĕ вырăн палăртсах шантарнă. Ун чух çак сăлтавпа тĕп хула депутачĕ пулнă май, Анатолий Кипеч халăх писателĕ нумай чупнă.

Шантарнă хыççăн артистсем шăл çыртса, чĕрене чăмăртаса тата темиçе хутчен тĕрлĕ çĕре куçнă. Çапла тата тепĕр чĕрĕк ĕмĕр иртнĕ хыççăн, театра ачаран юратса ӳснĕ Тутарстан чăвашĕ культура министрне килсе вырнаçсан тин çак сакăр вунă çул хушши тăсăлнă ыйтăва татса пама пултартăмăр.

Çак вăрăм историйĕн уявĕ чăннипех те тивĕçлĕ пулчĕ. Мĕн кăна кăтартмарĕç пулĕ артистсем, кам кăна тухмарĕ сцена çине. Йăлана пăхăнса çĕнĕ сценăна хĕрлĕ хăю касса уçрĕç. Министрпа пĕрле чăваш халăхĕн чи юратнă артисчĕ Вера Кузьмина тата артист пулас ĕмĕтлĕ пĕчĕк Саша Михайлова.

Театр халĕ чăнах та ăнăçлă ĕçлет. Курмалли кунта тем те пур. Ăсталăх енчен те артистсене ытларах палăртма пуçларĕç. Иосиф Дмитриев каланă Çеçпĕл сăввисене пухăннисем Турă умĕнчи кĕлĕ пек йышăнчĕç. Республикăмăрти культура учрежденисен ертӳçисем сцена çинче харăс тăрса ĕçтешĕсене çĕнĕ çуртлă пулнă ятпа чунтан-чĕререн саламларĕç. Театр ертӳçи Елена Николаева паян чи телейлĕ çын. Çак саманта кĕтсе илес тесе вăл çав тери нумай вăй хунă. Çавăнпа ĕнтĕ пĕрле ĕçлекенсем ăна хисепленĕ пеккине тек ниçта та кураймăн.