Ентешĕсемпе çыравçăсем Никифор Ваçанккана аса илчĕç

Никифор Ваçанкка çыравçă тата журналист çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Ăна халалласа Константин Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче асăну каçĕ иртрĕ.
 
Оксана Баскакова, Игорь Ульянов
 
„Ваçанккана кам пĕлмест?“ - тесе çырнă хăй вăхăтĕнче чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай. Чăнах та, Никифор Ваçанкка Совет тапхăрĕнчи чи паллă çыравçăсенчен пĕри пулнă. Вăл ăста поэт, журналист тата куçаруçă. 1903-мĕш çулта Элĕк районĕнчи  Ураскилт ялĕнче çуралнă. Пуçламăш шкул хыççăн Вăрнарти педагогика техникумĕнче,  каярах Мускаври журналистика институтĕнче вĕреннĕ. Шупашкарти «Канаш» хаçатра, «Трактор» журналта, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. Шкулсем валли вĕренӳ кĕнекисем хатĕрленĕ.

Никифор Ваçанкка Владимир Маяковскин, Александр Пушкинăн произведенийĕсене чăвашла куçарнă. Çавăн пекех вăл фельетонсем çырнă. Вĕсенче пурнăçăн тÿнтер енĕсене питленĕ, çамрăксене хастар та ĕçчен пулма хистенĕ.

Чăваш композиторĕсем Никифор Ваçанккан чылай сăввине юрра хывнă. «Кай, кай Ивана», «Килмен те курман Шупашкарне», «Анатран хăпарать шурă пăрахут» хайлавсене халăх юратса шăрантарнă. Ку юрăсем чăваш культурин „ылтăн çÿпçине“ кĕрсе юлнă.

Асăну каçне поэтăн ентешĕсем, çыравçăсем, шкул ачисем хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем Никифор Ваçанкка литературăра тарăн йĕр хăварнине палăртрĕç. Унăн ырă ячĕ ĕмĕр-ĕмĕр халăх чĕринче упранĕ, терĕç