Культурăпа искусство институтĕнче Пĕтĕм тĕнчери православи çамрăкĕсен кунне паллă турĕç

Шупашкарти культурăпа искусство институтĕнче пĕтĕм тĕнчери православи çамрăкĕсен кунне халалланă концерт пулчĕ. Уява 2002 çултанпа таса синод пилĕпе ирттереççĕ. Алексей Енейкин тĕплĕнрех.

Алексей Енейкин, Владимир Синдеев

Раштав хыççăнхи 40-мĕш кун умĕн ватă Симеон Иисус Христоса хирĕç тухса чиркĕве илсе кĕнине уявлаççĕ. Çак паллă пулăма уяса 17-мĕш хут пĕтĕм тĕнчери православи çамрăкĕсен кунĕ иртрĕ. Культурăпа искусство институчĕн сцени çинче чиркÿ юррисем шăранчĕç.

 Шупашкар тата Чăваш  Ен епархийĕ йĕркелекен концерт Турра ĕненекен çамрăксене пĕрле пухса ырă ĕç тума пулăшакан уяв пулса тăчĕ. Тĕн юррисене культура институчĕпе педуниверситет студенчĕсем, Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕренекенсемпе чиркӳ хорĕсем шăрантарчĕç.

Уява ятарласа Мускаври пысăк хăнасене чĕннĕ. Муромри Петрпа Феврони çветтуйсене асăнса çырнă паллă юрра кĕвĕленĕ Александр Лунёв тата Евгений Анегин юрăç курма килнисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Концерт çамрăксемшĕн питĕ вырăнлă тата усăллă пулнине палăртрĕç уява хутшăнакансем.