Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче Никас Сафронов ĕçĕсен куравĕ юлашки кунсем ĕçлет

Унăн картинисем Софи Лорен, Мадонна, Ален Делон, Джек Николсон коллекцийĕсенче пур. „Левада-центр“ ирттернĕ тĕпчев кăтартăвĕсем тăрăх, Никас Сафронов Раççейри чи паллă художник, тĕнчери чи лайăх вунă ÿнерçĕ йышне кĕрет. Унăн экспозиципе Европăпа Ази çĕршывĕсенче паллашнă та ĕнтĕ. Халĕ Шупашкарта пурăнакансем те паллă маçтăр ĕçесемпе Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче киленме пултараççĕ. Курав нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕччен  ĕçлĕ.

Екатерина Фомина, Наталия Егорова, Игорь Ульянов
 
Курава „Суйласа илнисем“ ят панă. Унта Никас Сафронов пултарулăхĕн тĕрлĕ тапхăрĕнчи ĕçĕсемпе паллашма пулать.

Ăсталăхне туптас тĕллевпе Никас Сафронов час-часах çул çÿреве тухать. Музейсенче иртнĕ ĕмĕрсенче пурăннă паллă маçтăрсен ĕçĕсен уйрăмлăхĕсене тĕпчет. Тĕрлĕ çĕршывра пулса курнă хыççăн Никас Сафронов çав тăрăхри сăнсене пир çине куçарать. Художник хăйне евĕрлĕхĕпе те уйрăлса тăрать. Сăмахран, унăн çынна евĕрленĕ кушаксен портречĕсем калама çук кăсăк пулса тухнă.  Килти чĕрчунăн кашнин хăйĕн кăмăлĕ, - тет Никас Сафронов. Çакна вăл картинисенче те палăртма пултарнă. Художник пултарулăхĕпе Ÿнер музейĕнче нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕччен паллашма пулать.