Раççей спорт маçтăрĕн Владимир Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ иртрĕ

Унта Чăваш Ен спортсменĕсемсĕр пуçне Тутарпа Мордва Республикисенчен, Чĕмпĕртен, ытти  тăрăхсенчен çитнĕ кĕрешÿçĕсем тупăшрĕç.

Марина Карягина, Владимир Карсаков      

Ирĕклĕ майпа кĕрешме килĕштерекен яш-кĕрĕмĕн республика шайĕнчи йăлана кĕнĕ турнирĕ çулсерен Владимир Семенов çуралса ÿснĕ тăрăхра, Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуçĕнче иртнĕ. Кăçал вара, Раççей спорт маçтăрĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт ĕçченĕн, тава тивĕçлĕ тренерĕн 60 çулне паллă туса, 17-мĕш турнира Шупашкарта, вăл вĕренсе тухнă Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче йĕркелес тенĕ. Амăртăва яланхиллех инçетри спортсменсем те килсе çитнĕ. Тăван тăрăхран Владимир Михайловичăн ача чухнехи пĕрремĕш тренерĕ ертсе килнĕ çамрăк кĕрешÿçĕсем те тупăшăва лайăх кăтартупа вĕçлерĕç.

Ял хуçалăх академине вĕренме кĕрсе Шупашкар тренерĕсем куç хывиччен Владимир Семеновăн, паянхи чылай çамрăк кĕрешÿçĕ пекех, тĕрлĕ шайри ăмăртура туптанса пултарулăхне ĕнентерме тивнĕ. 1974-мĕш çулта шкула пырса чи пирвайхи секцине уçнă тренер спорт залĕ çукран класри партăсене кăлара-кăлара эрнере 3-4 хут кĕрешÿ меслечĕсене алла илни çинчен каласа пачĕ.

Турнир çĕнтерÿçисем Владимир Семеновăн, Николай Гаврилов Раççей Геройĕн, ытти сумлă хăнасен аллинчен Кубок, дипломсемпе парнесем йышăнчĕç.