Чăваш кĕввисем Мускаври Кремль сцени çинче янранă

Халăх инструменчĕсем калакан «Эревет» ача-пăча ансамблĕ Геннадий Заволокин композитор çуралнăранпа 70 çул çитнине халалланă концерта хутшăннă. Пултаруллă ушкăнпа Алексей Енейкин тĕл пулчĕ.

Алексей Енейкин, Никита Углев

Сергей Федотов ертсе пыракан «Эревет» ушкăн 37 çул пултаруллă чăваш ачисене тăван халăх кĕвви урлă музыка ăсталăхне вĕрентет. Йышĕпе яланах çĕнелсе тăракан ансамбль витĕр паянхи кунччен 2 пине яхăн ача тухнă. Халĕ кунта 26 çамрăк çӳрет. Иртнĕ çул вĕсем федераци телеканалĕпе тухакан паллă кăларăма хутшăннă.

Мускаври 100 метр сарлакăш сцена çине пысăк ушкăнпа тухас тесе Сергей Федотов ансамбльте ытти çулсенче хутшăннă музыкçăсене те чĕннĕ. Евгений Смолин, сăмахран, «Эревет» ушкăна иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех йăмăкĕпе çӳренĕ. Халĕ те Мускава кайса килме хаваспах килĕшнĕ.

Чăваш артисчĕсем Кремль сцени çине 35-ĕн тухнă. Тăван халăх кĕввисенчен пухса хатĕрленĕ 3 минутлă сюита кăтартнă.

Çакăн пек пысăк йышпа концертра пурĕ те икĕ ушкăн кăна хутшăннă. Тепри вăл Кубань казакĕсен Патшалăх хорĕ пулнă.

1981 çулта йĕркеленнĕ «Эревет» ушкăн çак çулсенче Мускаври сценăсем çинче кăна мар, чылай çĕршывра пулса курнă. Вăл шутра Итали, Франци, Германи, Бельги, Голланди, Австри, Словени, Словаки, Венгри, Дани, Швеци, Финлянди, Турци тата ытти те. Кашнинех асăнса та пĕтереймĕн. Ансамбль çĕнсе илнĕ хисеп хучĕсен шутне те çухатнă теме юрать. Малашне те вĕсене ăнăçу сунатпăр.